10 июня 2015 г.
Амăшĕн капиталĕн шутĕнчен 20 пин тенкĕ илмешкĕн заявленисем йышăнма тытăннă. Сертификат хуçи ăна РФ Пенси фончĕн вырăнти управленине е нумай тĕллевлĕ центра çырса пама пултарать.
Пĕр хут тÿлеве амăшĕн капиталне тивĕçнĕ, анчах пĕтĕм укçапа усă курман кашни çемье (2015 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен сертификата тивĕçекеннисем те) илме пултарать. 20 пин тенке ача çуралнăранпа мĕн чухлĕ вăхăт иртнине пăхмасăрах илме май пур. Нухрата кулленхи ыйтусене татса памашкăн тăкаклама юрать.
Заявление 2016 çулхи март уйăхĕн вĕçĕчченех йышăнаççĕ. Унăн бланкне маларах та тултарма юрать. Çакна тума РФ Пенси фончĕн официаллă сайтĕнчи «Информация для жителей региона» пая кĕмелле. Заявленире СНИЛС номерне, çавăн пекех амăшĕн капиталĕн сертификачĕн номерĕпе серине кăтартмалла. Хăвăрпа пĕрле паспорт тата банкра уçнă счет çинчен калакан справка пулмалла.
Заявление пĕр уйăхра пăхса тухаççĕ. Çак çынсене 20 пин тенке памаççĕ: амăшĕн капиталĕпе пĕтĕмĕшле усă курнă, сертификат хуçине ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарнă е ачине хирĕçле преступлени тунă пулсан, вăл Раççейре пурăнмасан.
Пĕр хут тÿлеве заявлени панă хыççăн 2 уйăхран кая юлмасăр банкри сирĕн счет çине куçараççĕ.