Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйсене лайăх туйччăр

30 мая 2015 г.

Чăваш Республикин 2012–2020 çулсем валли йышăннă «Граждансене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси» патшалăх программин «Пурте усă курма пултаракан хутлăх» çумпрограммине пурнăçламашкăн пирĕн республикăна РФ бюджетĕнчен 42774,3 пин тенкĕ уйăрнă.

Раççей Правительствин хушăвĕпе 71 субъект 3 млрд ытла тенкĕ илет. Асăннă субсидипе сусăрсемпе тухса çÿреме кансĕр граждансене пурте усă курма пултаракан приоритетлă объектсемпе пулăшусен тăкакĕсене финанслаççĕ.

2015 çулта çумпрограммăна пурнăçласа Чăваш енре социаллă инфратытăмăн 30 яхăн объектне асăннă ушкăна кĕрекенсене юрăхлă майлаштарма палăртнă.

«Пурте усă курма пултаракан хутлăх» çумпрограммăн мероприятийĕсене пурнăçламашкăн РФ ,ç министерстви пĕлтĕр 65,5 млн тенкĕ уйăрнă. Çав укçапа социаллă инфратытăмăн 27 объектне (социаллă хÿтлĕхĕн – 2, сывлăх сыхлавĕн, халăха ĕçпе тивĕçтерекен, физкультурăпа спортăн – 3-шер, професси вĕренĕвĕн – 4, культурăн – 12) юрăхлă хутлăх хатĕрĕсем вырнаçтарнă. Вĕсенче алăксене, пусма картлашкисене, лифтсене территорири пулăшупа тивĕçтерекен вырăнсене çĕнетсе улăштарнă, пандуссем, порученьсем лартнă, япăх илтекенсемпе начар куракансене тĕрĕс-тĕкел çÿреме пулăшакан хатĕрсене общество транспорчĕн чарăнăвĕсенче е çул урлă каçмалли вырăнсенче кăна мар, учрежденисен коридорĕсенче те вырнаçтарнă.

Япăх илтекен, начар куракан тата кÿмепе кăна çÿреме пултаракан сусăрсем валли сывă та тĕреклĕ çынсемпе пĕр тан условисем туса памалла, вĕсем социаллă, вĕренÿ, культура учрежденийĕсене, тĕрлĕ ведомствăна чăрмавсăр кĕрсе тухчăр. «Пурте усă курма пултаракан хутлăх» çумпрограммăна çак тĕллевпе йышăннă та ĕнтĕ.

Инвалидсене общество транспорчĕпе усă курмашкăн меллĕрех пултăр тесе «Пурте усă курма пултаракан хутлăх» çумпрограммăпа килĕшÿллĕн 4 троллейбус, 3 автобус тата кÿмепе çÿрекенсене транспорта лартмашкăн ятарлă хатĕр вырнаçтарнă тепĕр автомашина туяннă, социаллă инфратытăм объекчĕсем çывăхĕнчи чарăнусенче маршрут кăтартăвĕсем, сасăллă светофорсем лартнă, тактиль плити сарнă, бардюр хĕррине лутралатнă.

«Пурте усă курма пултаракан хутлăх» çумпрограммăпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ условисемпе инвалидсем кăна мар, аслă ăру çыннисем те усă кураççĕ. Вĕсемшĕн те çав хатĕрсем меллĕ. Кун пек чухне сусăрсемпе ватăсем хăйсене ыттисем пекех туйма пултарни пĕлтерĕшлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика