Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инвестици проекчĕсем, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем, кадрсем хатĕрлесси

30 мая 2015 г.

«Советская Чувашия» хаçат, «Чувашия» ЧПТРК тата Чăваш наци телевиденийĕ хатĕрленĕ черетлĕ репортаж шăпах çак темăсене пĕрлештерчĕ

Пĕршухăшлăх пулсан

«У меня растут года, будет и семнадцать. Где работать мне тогда, чем заниматься;» Владимир Маяковскин сăввинчи çак сăмахсем паян шкулти экзаменсем вăхăтĕнче уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Профессие суйланă май, çамрăксем хăйсен шăпине те палăртаççĕ, вăл шутра çĕршыв аталанăвĕн çул-йĕрне те. Çавăнпах ĕнтĕ тивĕçлĕ кадрсене хатĕрлесси – экономика политикин тĕп çул-йĕрĕ.

Техника специалисчĕсене хатĕрлес ĕçре вĕрентÿ заведенийĕсем çумĕнче ресурс центрĕсене йĕркелени пĕлтерĕшлĕ, çакă ĕçпе тивĕçтерекенпе педколлективсене пĕрлешсе ĕçлеме май парать. Çĕршыв шайĕпе ку ĕç тин йĕркеленме тытăннă пулсан (Д.Медведев премьер-министр вăтам професси пĕлĕвĕн тытăмне 2015 – 2020 çулсенче аталантарас хушăва алă пуснă), пирĕн патра ку процесс япăх мар ĕçлет ĕнтĕ. 2013 çулта «Элара» АУОпе Шупашкарти электромеханика колледжĕ килĕшÿ çирĕплетнĕ.

Михаил Игнатьев вĕрентÿ мастерскойĕсене пăхса çаврăннă май, мухтанмасăр чăтаймарĕ: «Элара» цехĕсенчи пекех: сĕтел-пуканĕ те, станцисем те, технологи приборĕсем те, вентиляци системи те».

Ресурс центрне туса хунинче «Элара» директорĕн Андрей Угловăн тата колледж директорĕн Алексей Судленковăн тÿпи пысăк. Анчах та пуçаруллă шухăшĕ Чăваш ен Пуçлăхĕн пулнă. «Тĕллевĕ ансат, – комментари пачĕ Михаил Игнатьев. – Колледжран производствăна тÿрех хăнăхнă специалистсем тухчăр. Техника специалисчĕсене хатĕрлессипе бизнеса, патшалăха тата вăтам професси пĕлĕвне малалла та пĕрлештерсе ĕçлĕпĕр».

Андрей Углов Михаил Игнатьева предприятин мастерскойĕсем валли пилĕк миллион тăкакланине, анчах та экономика тата социаллă эффекчĕ пысăкрах пулнине пĕлтерчĕ. Колледж халĕ аслă çынсене радиоэлектроника облаçĕнче çĕнĕ професси парассипе те тимлет. Ку отрасльте вара кадрсен ыйтăвĕ çивĕч. Юлашки вăхăтра «Эларăн» наукăпа производство комплексĕ валли радиоэлектроника аппаратурин тата приборсен монтажникĕсене 100 ытла хатĕрленĕ.

Станоксем умĕнче – «Шурă çухавсем»

Шупашкарти электромеханика колледжĕн тăватă ресурс центрĕ, вĕсенче пилĕк профессипе тата тăхăр специальноçпе вĕрентÿ программисем пурнăçланаççĕ. Электротехника центрĕсĕр пуçне энергетика, информаци технологийĕсен тата машиностроени центрĕсем пур.

Числоллă программăллă управлени станокĕсен операторĕсене, фрезеровщиксене тата токарьсене «Тракторные заводы» концернăн производство площадкинче хатĕрлеççĕ. Машиностроени холдингĕ вăтам професси пĕлĕвне хывнă укçа-тенкĕ 11 млн тенкĕпе танлашать.

Алексей Судленков Чăваш ен Пуçлăхне аслă çынсем хушшинче рабочи професси илес текенсем чылаййăн пулнине пĕлтерчĕ. Ушкăнсем тăтăшах йĕркеленеççĕ.

«Электромеханика колледжĕпе Чăваш енĕн ертсе пыракан промышленность предприятийĕсен партнерла хутшăнăвĕсемпе Раççей регионĕсенче çеç мар, ют çĕршывра та кăсăкланаççĕ. Сентябрьте Шупашкарта пĕтĕм тĕнчери семинар пулĕ, унта тăхăр çĕршыв представителĕ хутшăнĕ: «Аслă пурнăçа çул тытакансен çакна шута илесчĕ, – палăртрĕ Михаил Игнатьев. – Аслă пĕлÿ илни çинчен калакан диплом мар, специалист ĕç рынокĕнче кирлĕ пултăр. Çитменнине, лайăх тăрăшакан рабочисем паян «Шурă çухавсенчен» ытларах та шалу илеççĕ».

 

Испанецсем Чăваш ене килĕштереççĕ

Юлашки пилĕк çулта Чăваш енре 100 инвестици проекчĕ пурнăçа кĕнĕ, вăл шутра ют çĕршыв капиталне явăçтарнипе те. Çакă 12 пин ытла пысăк технологиллĕ ĕç вырăнне туса хума май панă.

Тĕслĕх вырăнне «Керамика» ТМЯОна илмелле. 2007 çултанпа вăл ванна пÿлĕмĕсем валли изделисем кăларакан тĕнчипе паллă Рока Групп компанин пайĕ шутланать. Унччен вăл «Сантех» маркăпа керамикăран сантехника изделийĕсене кăларнă, 2011 çултан виççĕмĕш завода хута янă, кунта ахаль тата гидромассажлă ваннăсем хатĕрлеççĕ.

Чăваш ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа Рока Группăн Раççейри завочĕсен директорĕпе Антонио Линорль Ногерепа хутшăнусем тахçанах çирĕп. Испани бизнесменĕ пирĕн çĕр çинче ĕçлесе Чăваш енĕн чăн-чăн патриочĕ пулса тăнине палăртрĕ. Кунта тĕрлĕ ыйтусене татса пама çăмăл.

Рока Группăн Раççейри çичĕ завод, виççĕшĕ Чăваш енре. Планра – Çĕнĕ Шупашкарта та çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртесси. Кунта уçнă «Керамика» ТМЯО ĕçсĕрлĕх шайне 9-тан 1 процента çити чакарма май панă* республика тата хула бюджетне сахал мар укçа пырса кĕрет.

 

Золушка историйĕ

Кадрсене хатĕрлес ĕçре «Аспект» вĕрентÿпе методика центрĕн тÿпи те пысăк. Кунта 60 специальноçе хатĕрлеççĕ. Тĕп задача ĕç çухатнисене ăна çĕнĕрен илме пулăшасси. «Аспект» тивĕçтерĕвĕсемпе çĕршыври 170 пин çын усă курнă.

Кунта корпоративлă клиентсене те вĕрентеççĕ. Преподавательсем харпăр хăй ĕçне уçма, бизнес-плансем хатĕрлеме пулăшаççĕ. Марина Ибрагимова тĕслĕхне илсе пама пулать. Вăл партнерсемпе пĕрле Атăлăн сулахай çыранĕнче юмахри пек çурт туяннă, унта 60 вырăнлăх сывлăха çирĕплетекен çемье центрне уçасшăн. Чăваш ен Пуçлăхĕ йышăнăва ырларĕ – ку проект туризма аталантарма пулăшĕ.

М.Ибрагимова 2009 çулта ĕçсĕр тăрса юлнă, ĕç центрĕ ăна «Аспекта» янă. Хĕрарăм интерьер енĕпе дизайнер курсне пĕтернĕ, анчах каярах клининг тивĕçтерĕвĕсемпе ĕçлес тенĕ. Вăл хатĕрленĕ проекта ырланă, М.Ибрагимова 58800 тенкĕ патшалăх пулăшăвне илнĕ. Унпа вăл пылесос, ноутбук тата çăвакан хатĕрсем туяннă. Хваттер çутарас текенсен шучĕ ÿснĕ, хĕрарăм çынсене ĕçе илнĕ. Каярах прачечнăй-химчистка уçнă, унта Итали оборудованине вырнаçтарнă. Халĕ кунта Шупашкарти çеç мар, районти учрежденисем те япаласене çутараççĕ. М.Ибрагимова 400 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, вăл шутра инвалидсем валли те.

М.Игнатьев ун историйĕ Золушкăннипе пĕрпекреххине палăртрĕ, ăна пулăшма пулчĕ.

 

Лару-тăру тимлĕхре

«Советская Чувашия» корреспонденчĕ ĕçсĕрлĕхе асăрхаттарассипе мĕнлерех ĕçленипе кăсăкланчĕ – çулталăк пуçланнăранпа предприятисенчен 680 çынна кăларса янă-çке. Михаил Игнатьев çапла хуравларĕ: «Предприятисем ĕçлекенсен шутне чакарни ют çĕршыв санкцийĕсемпе çыхăннă. Апрель пуçламăшĕ тĕлне вĕсен йышĕ 5 пин çынна яхăнччĕ, анчах та чакăм пур. ,çлев службинче 1,8 предприяти 13,4 пин ĕç сĕнет. Рабочи специальноçĕсем ытларах. Медсестрасем те, воспитательсем те, менеджерсем те, инженерсем те кирлĕ. Лару-тăру Правительствăн яланхи тимлĕхĕнче. ,ç рынокĕн мониторингĕ, енчен те 2015 çулхи иккĕмĕш çурçулта экономика кризисĕ пулсан, вăл 20 пысăк тата вăтам организацие хавшатать. «Чăваш енре 2015 çулта экономикăн çирĕп аталанăвне тата социаллă тăнăçлăха тивĕçтерес планпа» килĕшÿллĕн ĕç рынокĕнче çивĕчлĕхе ÿстерме памăпăр. ,ç вырăнĕсĕр юлма пултаракансем професси пĕлĕвне илме пултарĕç. Кун валли 131 миллион ытла тенкĕ уйăрнă».

 

Çĕнĕ Шупашкар формули

Республикăра вăтам тата кĕçĕн бизнес та çĕнĕлле аталанса пыраççĕ. Акă Çĕнĕ Шупашкарти «Спектр» наукăпа производство предприятийĕнче импорта улăштаракан хăюллă проектсене пурнăçа кĕртеççĕ. Сергей Михеев директор термохăватлă эмаль техника характеристикипе тĕнчери паллă брендсенчен пĕртте кая мар пулнине палăртрĕ. Иртнĕ çул хута янă çĕнĕ цехра силиконакриллă полимерсем тата эмальсем хатĕрлеççĕ. «Церта» противопожарная» эмаль вара конкурентсемпе «тупăшма» хатĕр. Планра – сăрăсене аэрозоль баллоничикĕсенче кăлараççĕ.

«Золотая звезда Крыма» эмаль те пур. «Спектр» сăррисемпе Симферопольти мемориал комплексне реставраци тума усă курнă. Калас пулать, икĕ регион хушшинчи çыхăнусем çирĕп.

Михаил Игнатьев кĕçĕн тата вăтам бизес малашлăха палăртнине пĕлтерчĕ. Вĕсем мобильлĕ, çĕнĕ продукци кăларассине хăвăртрах ĕçе кĕртеççĕ, ку рынок экономикишĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ, терĕ вăл. 2010 çултанпа кунашкал бизнеса аталантарма 1,7 млрд тенкĕ янă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика