Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿлеве кам тивĕçет?

30 мая 2015 г.

Çулталăк пуçланнăранпа Вăрнар районĕнче право еткерçисене пенсин пухăнакан пайне 300 пин ытла тенкĕлĕх тÿленĕ.

Укçа-тенке вилнĕ граждансен 23 еткерçи илнĕ. Вăтам тÿлев 13 пин тенкĕпе танлашнă, чи пĕчĕкки – 1 пин тенкĕ, чи пысăкки – 41 пин тенкĕ. Ун виçи ĕçленĕ вăхăтра страхлав взносĕсене мĕн чухлĕ хывнинчен килет. Официаллă мар ĕçлекенсен е шалăва «конвертпа» илекенсен тÿлевĕ çав тери пĕчĕк.

Пенсин пухăнакан пайĕ 1967 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех граждансен, вĕсемшĕн 2002 – 2004 çулсенче страхлав взносĕсем хывнă пулсан, çавăн пекех çул ÿсĕмне пăхмасăр патшалăхăн софинансировани программине кĕрсе хушма взноссем хывнисен йĕркеленет.

Право еткерçисене тÿлеве çын пенсин пухăнакан пайне палăртиччен вилсен параççĕ. Ăна пухăннă укçана илме пултаракансене заявленире кăтартнă граждансен илме ирĕк пур. Енчен те заявлени çырман-тăк – укçана саккунпа право еткерçисене тÿлеççĕ. Пĕрремĕшле ирĕк – ашшĕ-амăшĕн, ачисен, мăшăрĕн. Вĕсем ыйтса çырмасан тÿлеве аппăшĕсене, пиччĕш-шăллĕсене, аслашшĕ-асламăшне тата мăнукĕсене параççĕ.

Пенсин пухăннă пайне илме еткерçĕсен Пенси фончĕн вырăнти уйрăмне каймалла. Укçана тÿлес йышăнăва гражданин вилнĕ хыççăн ултă уйăх иртсен тăваççĕ. Укçа-тенкĕ заявлени çырнă хыççăн тепĕр уйăхри 20-мĕш числоран кая мар куçать.

Заявление тăванĕ вилнĕ хыççăн ултă уйăх хушшинче çырмалла. Ку срокран иртсен ирĕке суд йĕркипе тавăрма тивет.

Раççей Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи

управленийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика