Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕслĕхпе ирĕклĕх йыхравçи

30 мая 2015 г.

Чăваш юрри-сăввин кĕрнеклĕ ăсти Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнĕ. Кунçулĕ чĕрĕк ĕмĕртен кĕскерех, Раççейри ытти халăхăн талантлă ачисенни пекех хура елчеллĕ килнĕ пултăр, пĕрех К.В.Ивановăн поэзири мухтавĕ мĕнпур хура-шура çĕнсе çĕкленчĕ, ыр пиллĕ мĕльюн вулавçă чĕринче чиперрĕн вырăн тупрĕ. Константин Васильевич Иванов – чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕпе мухтавĕ, çĕнĕ çыруллă сăмахлăха пуçараканĕ, хура халăха çутта туртаканĕ. Иванов пултарулăхĕ – чăваш поэзийĕн юпа пăлхавăрĕчченхи ахахĕ. Хайлавĕсен тĕшшипе хапин килĕ-шÿлĕхĕшĕн, ĕмĕчĕсемпе шухăшĕсен халăхлăхĕшĕн К.В.Иванова пурте пĕр кăмăллăн чăваш сăмахлăхĕн классикĕ тесе хисеплетпĕр.

 

Константин Васильевич Иванов Пушкăртстанри Пелепей районĕнче, Слакпуç ялĕнче 1890 çулхи çу уйăхĕн 15/27/-мĕшĕнче çуралнă.

Ирĕклĕх кĕрешĕвĕпе, танлăх шухăшĕсемпе çунатланнă сăвăç пултарулăхĕ. Пире паллă хайлавсене вăл 1906–1908 çулсенче, çулталăк çурă – икĕ çул хушшинче, хăй 17 – 18 çулта чухне çырнă.

К.В.Иванов лирикипе лиро-эпики тăван халăхăн сăмах вĕççĕн çÿрекен пултарулăхĕнчен тымарланса тухнă та вырăс тата тĕнчери ытти халăх литературисен сăнавĕпе пуянланнă. Малтанхи лирикăлла сăввисенче халăх сăмахлăхĕн кĕвви те, Лермонтов, Кольцов, Некрасов поэзийĕн витĕмĕ те сисĕнсе тăрать. «Ватă вăрман шухăшĕ», «Выçă юрă», «Усал шăрăх», «Çумăр» тата ытти сăввăн шухăшĕ тарăн, сăнарлăхĕ анлă.

К.В.Иванов ĕмĕрсен историне «Нарспи» поэмăпа кĕрсе юлчĕ. Пилĕк ăста вырăсла куçарнă «Нарспи» поэмăна, А.Петтоки, В.Паймен, П.Хусанкай, Б.Иринин, А.Жаров. Поэмăн тулли куçарăвĕсем СССР халăхĕсен нумай-нумай чĕлхипе пичетленнĕ, çĕршыв тулашĕнче пăлхарла, венгрла, акăлчанла тата ытти чĕлхепе тухнă. Ăна А.Твардовский, А.Фадеев, П.Тычина украинец, Я.Судрабкалн латыш, М.Карим пушкăрт, А.Тодоровпа И.Сестримский пăлхарсем, А.Рона-Таш венгр, Леон Робель француз, Питер Франс акăлчан тата ытти паллă çыравçă ырăпа палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика