30 мая 2015 г.
Вун пиллĕк тултарнăччĕ эп. Çав вăхăтра пуçланчĕ ман асран тухми таса вăтанчăк юрату. Çиччĕмĕш класра вĕренеттĕм. Надя саккăрмĕш класраччĕ. Ытарми чиперскер. Иксĕмĕр те пĕр ялтан. Хăюлăх çитмерĕ çав манăн хамăн сăмаха калама. Çумри яла шкула çÿренĕ чухне те, шкулти тăхтавсем вăхăтĕнче те, ял хушшинче те, ирĕклĕ вăхăтра та Надьăн сăнне анчах курас килетчĕ. Вăл калаçнине, кулнине килĕштереттĕм.
Туйăмсем кунран-кун вăй илсе пычĕç, чун-чĕрем çулăмсăр çунатчĕ. Апат хушшинче яшка чашăкĕнче те ун сăнĕ, хăлхара та ун сасси. Пуçра урăх шухăш çук, тĕнчере унсăр пуçне çын та çук тейĕн. Урокра учитель мĕн вĕрентни хăлхана кĕми пулчĕ.
Пирĕн вăхăтра ялта ача нумайччĕ, ял кĕрлесе анчах тăнă. Каç еннелле клуб пахчине пухăнса темĕн тĕрлĕ вăйă вылятчĕç: икĕ ушкăна пайланса, пĕрне-пĕри хăваласа тытмалла, мечĕк çапса тармалла, футболла, волейболла... Хăваласа тытмалла чухне Надя пĕр ушкăна, эпĕ тепĕрне лекеттĕм. Вăл вĕçĕм мана хăвалатчĕ, эп те ăна хăваласа чупаттăм. Тытса пĕтерсен вăйă вĕçленетчĕ, çĕнĕрен пуçлаттăмăр: пĕр ушкăнĕ тараканни, тепри – хăваласа тытаканни.
Çĕмĕрт çурăлсан каçхине ял хушшинче тутлă шăршă вăйлă сарăлать. Эпир те çамрăкла çеçке пекех хитре пулнă. Сывлăш уçă, тÿлек, чун-чĕре савăк. Клуб тавралла шурă хурăнсем ешереççĕ, симĕс çулçă сараççĕ, илемĕпе тыткăна илеççĕ. Каçсерен çав хурăнсем айĕнче хут купăс каласа ташă каçĕсем ирттеретчĕç. Хĕрсемпе каччăсем çумри ялсенчен те килетчĕç. Аслă классенче вĕренекенсем, салтака кайса килнĕ каччăсем...
Хурăнсем хушшинче саксем пурччĕ. Ташлама пуçличчен хитре юрăсем юрлатчĕç. «Мĕншĕн-ши, эп сана пит юратрăм», «Вăрмана кĕнĕ чух шăхăрса кĕр», «Шăнкрав курăкĕ...». Кашни каçах янăратчĕç çак юрăсем. Чунра çăмăлччĕ, савăкчĕ, ăшăмра хам та юрланă çак юрăсене. Хальчченех кашни сăмахне пĕлетĕп.
Шкултан тухсан пирĕн çулсем уйрăлчĕç. Малалла вĕренме Надя хулана васкарĕ, мана мăнакка Йĕпреçе леçрĕ, чукун çул çине ĕçе вырнаçтарчĕ. Хĕлле юр хырса йăтаттăмăр: наçилккесемпе, карçинккасемпе. Çулла та ĕç нумай: рельсăсене, шпалсене улăштармалла. Салтака кайичченех ĕçлерĕм. Таврăнсан та çавăнтах вырнаçрăм. Ялта çĕнĕ пÿрт лартрăм. Аллă çултан çимĕкре ялти масар çинче Надьăпа тĕл пултăмăр. Сывлăх сунтăм. Алăра хĕрлĕ эрех пурччĕ, пĕр черкке тыттартăм та сыпса пачĕ, тепре ярса патăм, Турă калашле виççĕ пултăр терĕм.
«Мĕншĕн мана анчах, ыттисене те ярса пар», – терĕ. «Эс манăн пĕрремĕш юрату – чи хăватлă юрату пулнă», – терĕм. Вăтанмасăр, тÿрех каларăм. Вăл шухăшлăн, майĕпен ыйтрĕ: «Вара ма каламан эс ун пирки;».
Эпир унпа алăран тытăнса утса курман, чуп туса курман, ăнсăртран тĕл пулсан та пит хĕрелетчĕ, пыра тем капланатчĕ, чĕлхем çĕтетчĕ. Ĕмĕтре ĕмĕр пĕрле пулас килетчĕ. Вăрттăн юрату çапла асаппăн иртрĕ. Кам юратса курнă, çав мана ăнланать...
В.ПАВЛОВ.