27 мая 2015 г.
Шупашкар аэропорчĕ вĕçевсен географине анлăлатнă. Маларах Чăваш ен тĕп хулинчен Мускава (Домодедово), пилотлă проект йĕркипе Самарăна тата Уфана вĕçме май пулнă пулсан июнĕн 1-мĕшĕнчен «ЮТэйр» компани Мускаври «Внуково» аэропортран Шупашкара авиарейссем уçать. Вĕçевсем вырсарникунсăр пуçне кашни кунах пурнăçланаççĕ.
Июнĕн 8-мĕшĕнчен Шупашкартан Симферополе вĕçме май пулĕ. Кашни эрнерех – тунтикунсерен тата шăматкунсерен. Майăн 29-мĕшĕнчен çавăн пекех Анталие, июнĕн 2-мĕшĕнчен – Санкт-Петербурга авиарейссем уçăлаççĕ. Вĕçевсем вунă кунра пĕрре пулаççĕ.