27 мая 2015 г.
«Мураты» ял хуçалăх предприятинче кĕрхи тата çурхи тырăсен калчисем, выльăх апачлĕх акнă курăксем куçа илĕртеççĕ. Çумăрсем хыççăн 505 гектар çинчи çурхи культурăсем пĕр тикĕс шăтса тухнă. 300 гектар çинчи кĕрхи тырăсем те парка çитĕнеççĕ. Çăкаллă-явăшсем мăйракаллă шултра выльăхсем валли сĕтеклĕ апат çителĕклĕ хатĕрлесе хăварасшăн. Пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ 300 гектар ытла. Ял ĕçченĕсем пысăк тухăçлă çĕр улми тума вĕренсе çитнĕ. Пĕлтĕр ăна кашни гектартан 200 центнер ытла пухса кĕртнĕ. Кăçал çĕр улмие 150 гектар лартса хăварнă.
– Мĕн акатăн – çавă шăтать. Çур акине тухиччен пĕтĕм вăрлăха тасатса пĕрремĕш класа çитертĕмĕр, пысăк тухăç паракан сортсене акса хăвартăмăр, минераллă удобренисене тулăх хыврăмăр. Сăмах май, çуракинче тăрăшса ĕçленисене асăнса хăварам-ха. Михаил Владимиров, Владислав Волков, Петр Краснов механизаторсем, Борис Федоров, Геннадий Алексеев водительсем уй-хир ĕçĕсене вăхăтра вĕçлеме тăрăшрĕç. Кашни çулах, çуракине вĕçленĕ хыççăн, уй-хир ĕçĕсенче мала тухнисене парнесемпе чыслатпăр, – терĕ хуçалăх ертÿçин çумĕ Юрий Спиридонов.
Мĕнех, ĕçне кура – хисепĕ. Çăкаллă-явăшсем ака-суха ĕçĕсене вăхăтра вĕçленипе пĕрлех, калчасене пăхса çитĕнтересси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
В.МОСКВИН.