Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Клуб ыйтăвĕсем çивĕч

27 мая 2015 г.

Клуб ыйтăвĕсем çивĕч

Культура тытăмĕнче паян лару-тăру çăмăлах мар. Апла пулин те ун ĕçченĕсем халăх пурнăçне хаваслăх, тĕрлĕ-енлĕх кĕртес тĕлĕшпе вун-вун мероприяти ирттереççĕ. Ку отрасльти ыйтусем тавра паян Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕпе Вадим ЕФИМОВПА калаçатпăр.

– Вадим Петрович, кăçал пĕлтерĕшлĕ чылай мероприяти пулчĕ. Малалла республикăра пурăнакансене мĕнлерех паллă пулăмсем кĕтеççĕ-ха?

– Чăнах та, 2015 çул паллă та кăсăклă мероприятисемпе пуян. Кăçал Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне паллă турăмăр. 2015-мĕшĕ Раççейре – Литература, Чăваш енре К.В.Иванов çулталăкĕ ячĕпе иртет. Апрельте Шупашкар пĕтĕм тĕнчери балет фестивальне, май уйăхĕнче – пĕтĕм тĕнчери кинофестивале йышăнчĕ. Иккĕмĕш çур çул та культура пулăмĕсемпе пуян пулĕ.

Июньте, акă, республикăра пурăнакансем Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале пăхса тĕлĕнĕç. Кăçал вăл 23-мĕш хут иртет. 50 региона унта хутшăнма чĕнсе янă ĕнтĕ.

Пĕтĕм чăвашсен «Акатуйне» халăх кăмăлласа йышăнать. Хальхинче унта 13 регионти наци коллективĕсем хутшăнма кăмăл тунă.

Кĕркунне М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери XXV опера фестивалĕ пулать. Вăрнар район çыннисем мухтавлă ентешĕпе мăнаçланнине тата ку мероприятие хастар хутшăнасса шанса тăратăп.

– Культура пурнăçĕ тулăх пулни аван. Анчах та пирĕн районта хăш-пĕр ялсенче – Уравăшра, Шĕнер Ишекре тата халăх шучĕпе чи пысăк Пăртасра – клубсем çукки çивĕч ыйту кăларса тăратать. Малашлăхра çĕнĕ клуб учрежденийĕсем тăвассине палăртман-и?

– Шел те, клуб çукки паян ку ял çыннисене кăна мар хумхантарать. Республикăри ялсенчен 43 процентĕнче культура вучахĕсем çук.

Ку ыйту тахçанах çивĕч калаçтарать ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен ял клубĕсемпе культура çурчĕсен 45 процентне 1970 çулччен çĕкленĕ. 747 çуртран 194-шне тĕплĕ юсамалла. 50 ялта – ял поселенийĕсен тĕп тата пысăк ялĕсенче – халь-хальлĕн клуб кирлĕ.

Анчах та хăш-пĕр районсенче ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçленине, ыйтăва хăйсем татса панине палăртмалла. Сăмахран Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенче халăх хăйсен ялĕсенчи клубсене спонсорсен шучĕпе нимелле çĕкленĕ. Муркаш тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи пĕрер ялта республика тата вырăнти бюджетсен, Етĕрне районĕнчи пĕр ялта федераллă тата республика бюджечĕсен, Шупашкар районĕнчи тепĕр ялта район бюджечĕн укçи-тенкипе. Кунта кăçал тата икĕ клуб тума палăртнă.

Республикăра культура учрежденийĕсем çĕклес тĕллевлĕ ятарлă программа йышăнман пулин те, 6 муниципаллă районта клубсем тума проектпа смета документацийĕсем хатĕрленĕ. Вăл шутра – Вăрнар районĕнчи Пăртасри 100 вырăнлăх культура çурчĕ валли те. Çавăн пекех ял территорийĕсене тăнăçлă аталантаракан федераллă программăпа 2016 çултанпа ялсенче культура объекчĕсене çĕклеме тата реконструкцилеме пăхнă. Эпир те ку программăна хутшăнас кăмăллă.

–Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне чаплă паллă турăмăр. Республикăра, вăл шутра пирĕн районта та, ун тĕлне хатĕрленсе палăксене йĕркене кĕртессипе пысăк ĕç пурнăçланчĕ. Сирĕншĕн мĕнлерех хаклăх шутланаççĕ вĕсем?

– Çĕнтерÿ уявĕ çĕршыври кашни çыншăн хаклă пулма тивĕç. Тĕрĕсех палăртрăр, ун тĕлне республикăра çав тери пысăк ĕç пурнăçланă. Тĕп ĕçсенчен пĕри, паллах, – палăксемпе обелисксене, салтаксен вилтăприйĕсене, Асăну хăмисене йĕркене кĕртесси пулчĕ.

Культура министерстви муниципаллă районсемпе пĕрле асăну вырăнĕсен мониторингне хатĕрлерĕ. Ун тăрăх республикăра 1164 мемориаллă объект пулнине палăртрăмăр. 20-шĕ – регион пĕлтерĕшлĕ культура эткерлĕхĕ шутĕнче. 266 вилтăприн паспорчĕсене йĕркеленĕ, учет карточкисене Раççей Оборона министерствин управленине ярса панă.

Мониторингра çавăн пекех палăксен 29 процентне 1970 çулччен хăпартни паллă, 43 процентне – 1971–2000 çулсенче тата ытти те. Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ умĕн республикăра 32 çĕнĕ палăк уçăлнă, вăл шутра Вăрнар районĕнчи Иртеменкасси ялĕнче те.

Вăрнар районĕнче 69 палăк-обелиск. Юбилейлă уяв умĕн вĕсене пурне те юсаса çĕнетнĕ.

– Пирĕн вулакансене мĕн сĕннĕ пулăттăр?

– Пурне те ăс-тăн пуянлăхĕ, аталану тата культура çутлăхĕ сунатăп.

С.ЧИКМЯКОВА калаçнă.    

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика