27 мая 2015 г.
Районти культура çурчĕн сцени çинчи премьера хыççăн К.Ивановăн вилĕмсĕр поэми тăрăх лартнă спектакль ялсем тăрăх тухрĕ
«Нарспие» районти культура учрежденийĕсенче тимлекен тата ялсенчи драмкружоксене çÿрекен 70 ытла çын калăпларĕ. Репетицисем çĕнĕ çултанах тытăннă, массăллă сценăсене, рольсене малтанах вырăнсенче вĕреннĕ-вылянă. Пĕтĕмлетÿлли вара чăннипех те халăх кăмăлне тултарчĕ.
Декорацисем, выляв хатĕрĕсем, йăла-йĕрке, тумтирĕ... – куракан ирĕксĕрех спектакльти пурнăçпа «пурăнма» тытăнчĕ. Тĕп рольте – Галина Блинова (Хăмăш), Нарспи сăнарне чĕррĕн калăпларĕ. Сетнер – Владмир Димитриев (Хурăн Кăкшăм). Тăхтаман – Иван Комаров, Сентти – Геннадий Никитин (Хăмăш). Сценăсене Чăрăшкас Хирлепри, Ярмушкари, Пуканкассинчи, Шĕнер Ишекри, Аçăмçырминчи, Кĕçĕн Кипекри, Кульцаври, Хапăсри культура ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Тăхтавсенче вĕсен вăйĕпех сăвăсем, шÿтсем янăрарĕç.
Пĕрлешÿллĕ спектаклĕн ырă ячĕ район тăрăх саланчĕ. Вăрнарти культура çуртне тулли зал тенĕ пек пухăнчĕ. Хăмăшра та «Нарспие» кăмăлласа йышăннă. Галина Иванова режиссер çывăх вăхăтра ытти ялсене те гастрольпе тухассине пĕлтерчĕ.
С.ЧИКМЯКОВА.