Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăршăн пурăнасчĕ

27 мая 2015 г.

Ялта ăна Мăн Элекçи, Алексей Николаевич тесе чĕнетчĕç. Çÿллĕшĕпе мăнăччĕ ĕнтĕ, кăмăлĕпе çынпа ятлаçса курман. Хам астăвасса: вăрçă пуçлансанах манăн аттепе пĕрле вăрçа пиллĕкĕн тухса кайрĕç, виççĕшĕ тăврăнчĕç, вĕсем Лука Сергеевич, Алексей Николаевич тата Карăк Михали. Вĕсем те пирĕнтен уйрăлса кайнă ĕнтĕ. Пĕр Лука Сергеевич кăна 95 çула çитиччен пурăнчĕ. Вăрçă нушине вĕсем çителĕклех тÿснĕ, тарласа ытлашшипех пиçнĕ, кашни утасра вилĕмпе юнашар çÿренĕ. Хушăра çулсене пăхмасăр вĕсемпе алран ал ĕçлеме тÿр килчĕ манăн. Алексей Николаевича ывăлĕ валли пÿрт туса патăмăр. Кайран Мăн Элекçи пирĕнпе пĕрле платникра ĕçлерĕ, пÿрт-çурт сахал мар капăрлатнă эпир.

Алексей Николаевич Чистополь хулинче пĕр вăхăт вĕреннĕ хыççăн çапăçăвăн малти ретне тăнă.

1939 çулхи мирлĕ килĕшĕве пула вăрçă пуласса никам та кĕтмен. Хĕç-пăшал çителĕксĕр пулни кашни салтака нушталантарнă. Алексей Николаевич контузие пула тăн çухатса тыткăна лекнĕ. «Хупса лартрĕç те сарайне, витĕрех вĕрет кĕрхи сивĕ çил, шăл шаккасах чĕтретĕп. Апат вырăнне шăпах кăшманпа купăста пуçĕ персе пачĕç». «Вăранса кайрăм та, манăн урари пуç пÿрнене ĕмсе выртнă тыткăнри салтак выçăпа вилсе кайнă, хытса ларнипе аран-аран çăварĕнчен пÿрнене кăларса илтĕм...», – каласа паратчĕ Алексей Николаевич.

Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулне паллă турăмăр. Хăрушă-çке: фашистла идеологи паян кун та капашсăр аталанса пырать. Кам шутлама пултарнă Совет Союзне аркатса ярса пĕрле çураçса пурăннă республикăсем уйрăлса кайса аркану çулĕ çине тăрасса; Тăванла çывăх пурăннă Украинăра паян фашистла идеологи пуç пулнă.    

Хам шутпа, эп хамăрăн çĕршыври лару-тăрăва та кăштах ăнланатăп, Украинăришĕн те кулянса шухăшлатăп. Патшалăхшăн тăнă çынсем ĕмĕртен пулнă-çке. Нивушлĕ ытлашши вĕтелтĕмĕр? Пире Кремльтен пуçласа Мăньял Хапăс таранах патшалăхшăн хыпса çунакан патриотсем кирлĕ. Вара çĕршыв пурăнать. Вăрçăпа ĕç паттăрĕсене, пурнăç тума пĕлекенсене хисепе хума вĕренесчĕ, çамрăк ăрăва Тăван çĕршывшăн тăма хатĕрлесчĕ.

В.КОЖАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика