27 мая 2015 г.
Патшалăх автоинспекцин ĕçченĕсем водительсемпе тата çуран çÿрекенсемпе профилактика ĕçĕсене тĕллевлĕ ирттерни хăйĕн «çимĕçне» парать.
Çул-йĕр правилисене пăснăшăн санкцисем ÿсни водительсене дисциплинăна пăхăнма хистет. Теприсем «зебра» çинче çуран çÿрекене ирттерсе яма «манаççĕ».
Çуран çÿрекенсем хăйсене çул çинче «ирĕклĕ» тытаççĕ. Автомобильсем çÿрекен çĕртех васкамасăр утаççĕ е ятарлă паллă çук çĕрте машина килнине кура-тăркачах çул урлă каçма пикенеççĕ. Ачасене те çул çинче асăрхавсăр çÿренине курма тивет.
Çул-йĕр правилисенче водительсем валли те, çуран çÿрекенсем валли те требованисене çирĕп çырнă. Вĕсене пăхăнни çÿревĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерет. Ку çеç те мар, чи малтанах руль умĕнче лараканпа çуран çÿрекенĕн пĕр-пĕрне хисеплеме вĕренмелле. Яланах тимлĕ пулмалла.
Çуран çÿрекенсем хутшăннипе пулакан инкексене асăрхаттарас тĕлĕшпе май пуçламăшĕнче районта «Пешеход, пешеходный переход» операци иртрĕ. Вăрнарта та çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăсакансене тупса палăртрăмăр. Штрафсем пĕчĕк мар: çуран çÿрекенсем çине 500-шер, водительсем çине 1,5 пин тенкĕ хунă.
В.ПЕТРОВ,
ШĔМ-н «Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ.