Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçана вăхăтра тавăрман

27 мая 2015 г.

Район прокуратури Вăрнарта пурăнакан 83-ри Н.Скворцов (хушаматне улăштарнă) интересĕсене хÿтĕлесе «МиниЗайм» тулли мар яваплă обществăна хирĕç суда тавăçпа тухнă. Ку организаци поселок территорийĕнче граждансене займсем парассипе тата йышăнассипе тимлет.

Тавăç çырма тивнин сăлтавĕ – хăйхи общество гражданина займ килĕшĕвне пăхăнса укçана каялла вăхăтра тавăрманни. Пĕлтĕрхи январьте Скворцов, укçапа тупăшлă усă курас тĕллевпе, «МиниЗайм» обществăпа килĕшÿ çырнă. Анчах килĕшÿ срокĕ вĕçленсен те организаци укçана каялла парас тивĕçе пурнăçлама васкаман. Çавăн пиркиех пĕлтĕрхи июльте прокуратура тĕп парăма тата ют укçапа усă курнăшăн процентсене шыраса илме суда заявлени янă.

Шупашкар хулин Ленин район сучĕ Вăрнар район прокуратурин тавăçне туллин тивĕçтернĕ. Апла пулин те, суд йышăнăвне шута илмесĕр, кăçалхи апрелĕн 27-мĕшĕ тĕлне «МиниЗайм» общество парăма татас тивĕçе туллин пурнăçламан, укçан пĕчĕк пайне кăна куçарнă.

Скворцов гражданин çул ÿсĕмне тата сывлăхне пула хăйĕн интересĕсене хÿтĕлейменнине кура район прокуратури ун ячĕпе тепĕр хут суда тухнă. Хальхинче – çĕнĕ тапхăрта укçана саккунсăр майпа тытса тăрса усă курнăшăн процентсем шыраса илме.

Е.БОРОДИНА,

Вăрнар район прокурорĕн аслă помощникĕ,

1-мĕш класлă юрист.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика