23 мая 2015 г.
Салтак-ветерансенчен чылайăшĕ пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă. Анчах манас марччĕ: вĕсем пире тăнăç пурнăç парнеленĕ.
Манăн асатте, Иван Васильевич Васильев, Чăваш АССРĕнчи Шăхасан районне кĕрекен Кайри Тукай ялĕнче (хальхи Вăрнар районĕ) 1919 çулхи юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче çуралнă, çак ялтах унăн ачалăхĕ иртнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ятлă çынсем пулнă. Çемьере яланах килĕшÿ хуçаланнă, ĕçченлĕхпе тата сăпайлăхпа палăрса тăнă ял хушшинче. Ваттисен ырă йăли-йĕркине çирĕп пăхăнса пурăннă, ăна упранă, йăхран-йăха тăсса вĕрентсе пынă. Асаттен аслашшĕ Мирун ятлă пулнă, ашшĕне вара Василий Миронович тесе хисепленĕ. Хушамачĕ те вĕсен ашшĕн ятĕнчен пулса кайнă. Килĕ-çурчĕ тĕреклĕ пулнă, карта тулли выльăх-чĕрлĕх усранă, хурт-хăмăр ĕрчетнĕ, тыр-пул акса ÿстернĕ, сад ĕрчетнĕ. Çемьери йăла-йĕркесене пăхăнса ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне пурнăç çулĕ çине тĕрĕс-тĕкел кăларма тăрăшнă. Асаттен ашшĕ-амăшĕ суту-илÿ ĕçĕпе те палăрса тăнă. Тăван тавралăхри пасар ялĕсене – Аччана, Ямаша, Нурăса, Шăхасана, Канаша тĕрлĕ ĕçпе çÿренĕ, суту-илÿ тунă. Унăн ашшĕ – Василий Миронович – Ямаш хĕрĕпе, Анна Фоминична Фоминапа çемье çавăрать. Вĕсем пилĕк ывăл та пĕр хĕр пăхса ÿстереççĕ. Василий Миронович ачисене питĕ çирĕп алăра тытнă, вĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă, çĕр ĕçне, ал ăсталăхне вĕрентсе ÿстернĕ. Аслашшĕн те аллисем ылтăн пулнă, йывăçран каскалама питĕ юратнă, хуçалăхра кирлĕ тĕрлĕ сĕтел-пукан, ĕç хатĕрĕсем ăсталанă. Çак ăсталăх мăнукĕсене те куçнă.
Асатте çемьере пиллĕкмĕш ача пулнă. Мĕн пĕчĕкрен ашшĕ-амăш çумĕнче ÿснĕ, хурт-хăмăр ĕçĕпе кăсăкланнă, ашшĕне пулăшнă. Вăл çав тери хастар, тÿрĕ кăмăллă, ĕçчен те тăрăшуллă ÿссе çитĕннĕ. Юлташĕсем хушшинче хăйĕн маттурлăхĕпе палăрса тăнă. Яшлăхра чипер каччă нумай хĕр чĕрине хускатнă-тăр. Çирĕп вăй-халлă, ăслă-тăнлă пулнă-çке вăл. Вăййа çÿренĕ, ташланă-юрланă, улах вăййисене ертсе пынă, ялти чи маттур комсомолец тата пуçаруçă пулнă. 1937 çулта Уравăшри шкултан вĕренсе тухсан Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет.
1939 çулхи авăн уйăхĕнче Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланнă. Германи Польшăна вăрă-хурахла тапăннă. Çак çулах раштавăн 29-мĕшĕнче виççĕмĕш курсра вĕренекен асаттене Хĕрлĕ Çара илсе каяççĕ. Белоруссинчи Могилев хулинче асатте 271-мĕш полкри кĕçĕн командирсен шкулĕнче вĕренет. Çар ĕçĕнче малтанхи кунтанах хăйне лайăх енчен кăтартать. Темиçе хутчен те Хисеп хучĕсене тивĕçет. Çавăн пекех вăл спортпа туслă пулнă, йĕлтĕрпе вăйлă чупнă, çар ĕçĕн отличникĕ. Хĕрлĕ Çарта службăра тăнă чухне çар ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене пĕтĕмпех вĕренсе çитнĕ, йывăрлăха тÿсме хăнăхнă. Çакă вара ăна хаяр вăрçă çулĕсенче нимĕç фашисчĕсене хирĕç пĕтĕм вăй-хала парса кĕрешме, мĕнпур йывăрлăха чăтса ирттеме пулăшнă.
Вăрçăн пĕрремĕш кунĕнче асатте Белоруссинчи Рогачево хулинчен аякрах мар вырнаçнă вăрманти лагерьте тăнă. Кун кĕнекинче çав куна вăл çав тери тĕплĕн çутатса панă. Йывăр суранланнă. Рогачево, Елец, Орел, Брянск, Шепетовка, Ковель, Брест, Семеновка, Омель, Овруч, Новгород, Курск хулисене оккупантсенчен хăтарнă.
1944 çулта Хевеланăç Украинăри Дубно хулине хÿтĕленĕ чухне снаряд ванчăкĕ пырса лекнипе йывăр аманнă. Госпитальтен сывалса тухсан татах фронта каять. Польшăна фашистсенчен хăтарнă çĕре хутшăнать. Çавăн пекех Германие çитет. Паллах вăрçă суранĕсем тарăн йĕр хăвараççĕ. Çапах та çамрăк салтак пуçа усмасть, пĕтĕм чун хавалĕпе Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешет. Вăрçă çулĕсенче яланах малти ретре пулса юлташĕсене ырă тĕслĕх кăтартать. Çĕнтерĕве Берлинта кĕтсе илет.
Тăван яла тÿрех таврăнаймасть-ха вăл. Германире РККА ретĕнче хăвараççĕ. 1946 çулчченех хĕсметре. Анчах тăван вырăнсемшĕн, тăван-хурăнташсемшĕн, тăван кил-çуртшăн, чи çывăх çыннисемшĕн тунсăхлани ăна рапорт çырма хистет. 1946 çулхи çуркунне тăван яла таврăнать.
Ялти чи маттур та сăпайлă хĕрпе Агафия Ивановнăпа паллашать. Çамрăк хĕрсене те вăрçă çулĕсенче тылра çăмăлах пулман. Иртен пуçласа каçченех тĕрлĕ ĕçре вăй хунă, вăрман каснă, торф кăларнă. 1947 çулта çемье çавăраççĕ. Мăшăрĕпе çичĕ ача çитĕнтереççĕ. ,мĕр тăршшĕпех асаттепе асанне колхозра ĕçлеççĕ. Асатте уй-хир бригадирĕ, ял совечĕн председателĕ, водитель. 1955 çулта ăна çар ретне татах чĕнсе илеççĕ. Владивостокра офицерсен курсĕнче вĕренет. Унтан таврăннă хыççăн мĕн канăва тухичченех тăван колхозра водительте ĕçлет. Асаттепе асанне çав тери тĕплĕ пурăнакан çемье пулнă: килĕ-çурчĕ тăпăл-тăпăл, выльăх-чĕрлĕх картиш тулли. Вĕсенни пек пысăк сад пахчи таврара пулман. Сад пыл-хурчĕсен сассипе сĕрлесе ларнă. Асатте ялти чи маттур хурт-хăмăр ăсти пулнă. Паянхи кун та çав ăсталăх унăн ывăлĕнче упранса юлнă. Ачисене тÿрĕ çул çине кăларассишĕн ырми-канми тăрăшнă асаннепе иккĕшĕ.
1992 çулта асанне йывăр чире пула вăхăтсăр çĕре кĕрет. Савнă мăшăрне çухатни асаттен чĕринче йывăр суран хăварать. Йывăр çухатăва чăтаймасăр вăл чирлесе каять. 1992 çулхи çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче çĕре кĕрет.
Асатте сăнарĕ пирĕн чĕрере ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ. Унăн асăнмалăх юлнă япалисем – вăрçă вăхăтĕнче çырса пынă кун кĕнеки (блокночĕ), сăн ÿкерчĕксен альбомĕ, бинокль, фронтри фляжкăпа котелок, кителĕ çинче çакăнса тăракан орденсемпе медальсем тирпейлĕн упранаççĕ.
Оля Васильева,
Çĕрпелти вăтам шкулта вĕренекен.