23 мая 2015 г.
Хирпуçĕнчи Александр Анисимович Анисимовпа ăнсăртран паллашма тÿр килчĕ. Сакăр теçеткерен каçнă арçын пикенсех пахчара тем тăрмашатчĕ.
Александр Анисимович – «Çĕнтерÿ çулĕн» çывăх тусĕ. Нумай çул çырăнса илет ăна, район хыпарĕсемсĕр юлас мар тет.
«Хаçат пĕчченлĕхе пусарма пулăшать», – тет вăл. Мăшăрĕ унăн, Глафира Петровна, Канаш район хĕрĕ, пилĕк çул каялла пурнăçран уйрăлнă. Пĕр ачи Çĕнĕ Шупашкарта, тепри Крымра тĕпленнĕ. Кĕçĕн ывăлĕ хирĕçех пурăнать, ун çемйи ватă çыннăн тĕп пулăшуçи, чун уçăмĕ.
Александр Анисимовичăн ачалăхĕ йывăр вăхăта лекнĕ. Иккĕре чухне, 1934 çулта, ашшĕ вилнĕ. Тепĕр ултă çултан амăшĕ пурнăçран уйрăлса кайнă. Шăллĕпе иккĕшĕшĕн Варук аппăшĕ тăван амăшĕ вырăнне юлнă. «Эпир анчах мар, ялта пурте начар пурăннă. Выçă вилес мар тесе уй тăрăх крахмал мĕн чухлĕ пуçтарса çÿремен пулĕ? Çăпатасем пылчăк ăшне пайтах лара-лара юлнă», – аса илет вăл.
Хĕллехи вăхăтра вут-шанкă пулманран улăм çунтарнă, анчах ун çурта ăшăтмалăх хĕрÿлĕхĕ çитмен.
Вăрçă вăхăтĕнче ял тăрăх тĕрĕслесе çÿренĕ, каçсерен чÿречесене картарнă. Аккăшне Сăр хĕрне окопсем чавма илсе кайсан выçăпа йĕрекен ачасене пысăк ашшĕ, Виктор Михайлович, хăйсем патне пурăнма илнĕ. Анчах та ахаль кун кунламан, Александр Анисимовича махорка тÿтернĕ.
Аккăшĕ таврăнсан пÿрте ăшăтма мунча пăсма тивнĕ. Тантăшĕсемпе тан вĕренес вырăнне, çитмен, выçлăх пурнăç ыйткалакана кăларнă. Ялти çынсенчен аванмарланса Александр Анисимович Çĕрпел тăрăх çÿренĕ. Ăçтан лекнине пĕлмест, анчах та çав тери вĕренес килнипех, хутаçа яланах букварь чиксе çÿренĕ.
Пĕррехинче вăл шкултан килекен пĕр ачапа паллашнă, букварьти саспаллисемпе паллаштарма ыйтнă. Ăс-тăнĕ çивĕчех пулнă ĕнтĕ унăн, çак вăхăтран вăл хăй тĕллĕнех вулама тытăннă. Шкулта пĕр урок та ларма тÿр килмен пулин те çырăва та часах хăнăхнă. Кĕнеке нумай вуланăранах йăнăшсем те сахал тунă.
Вăрçă çулĕсенче вуннăран иртнĕ ача колхозра лашапа сÿре тунă. Тыррине çурлапа вырнă, çĕмелне йĕтем çине турттарса капана хывнă. Кĕркунне авăн çапнă. Бригадир хушнине яланах итленĕ.
– Çавăнпа медаль пачĕç пулĕ ĕнтĕ мана. Ял Советне чĕнсе илчĕç. Чĕркуççи çĕтĕк, кĕпе умĕ çурăк. Ял Советĕнче майка йышши сарă кĕпе тăхăнтартрĕç, кăкăр çине медаль çакрĕç. Унта «Наше дело правое. Мы победили» тесе çырнăччĕ, – каллех аса илет Александр Анисимович.
Анчах вăрçă чарăнсан та пурнăç йÿçекне пайтах тÿснĕ. Аккăшне фронта каймалла пек повестка панă – вăрман ĕçлеме килĕшменнисене хупаççĕ. «10 кун сиктерсе ĕçлетчĕ Варук. Вăл вăхăтра колхоз председателĕнче Пантелеймон Андреев тимлетчĕ. Тавах, вăл вилме памарĕ. 5-шер кг çăнăх паратчĕ. Ăна шывпа лăкаса çинĕ», – калаçăва малалла тăсать вăл.
Александр Анисимовичăн çав тери тракторист пулас килнĕ. 1947 çулта Вăрнарти МТСа та кайса пăхнă, анчах ăна пĕчĕк тесе илмен. Тепĕр икĕ çултан Валерий Волковпа пĕрле каллех ĕмĕтне пурнăçлас тенĕ, хальхинче ăнăçлă. Кунтах пĕлÿ илнĕ хыççăн ăна Канашри механизаци шкулне направлени панă.
Хыççăн Хусанти вĕрентÿ комбиначĕ çумĕнче ĕçленĕ, «Чебоксары» буксирлă пăрахутпа сулă туртнă. Çулталăкран яла таврăннă, çемье çавăрса МТСра механизаторта ĕçлеме тытăннă. Вунă çул Вăрнарти зооветтехникумра трактор паркĕн машина хуçалăхĕн ертÿçинче тăрăшнă.
Колхозра ĕçленĕ чухне те, техникумра та Хисеп грамотисене чылай тивĕçнĕ. Социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи (1975 çул).
Хăйне шкулта вĕренме пÿрменренех ĕнтĕ Александр Анисимович ачисене яланах пĕлÿ илме хĕтĕртнĕ, мăнукĕсене (вĕсем çиччĕн), кĕçĕн мăнукне те ăс пухмалли çинчен час-часах аса илтерет. Хăй вăл, çÿлерех каларăм ĕнтĕ, тăтăшах вулать. Нимпе те кăсăкланман, районта мĕн пулса иртнине пĕлес темен çынсенчен тĕлĕнет.
«Çĕнтерÿ çулĕпе» туслă пулмалла, вара пурнăçран юлмастăн», – тет вăл.
С.ЧИКМЯКОВА.