23 мая 2015 г.
Хам сакăрвуннăран иртрĕм, старик çитмĕл улттăра çĕре кĕчĕ. Вăрçă саманине кура, ĕмĕтленнĕ пек, кĕтнĕ пек пурăнса пулмарĕ. Пилĕк ача пăхса ÿстертĕмĕр, халь мана çавсен шăпи шухăшлаттарать. Пирĕн ÿсĕмрисен телейне вăрçă хупларĕ. Ачалăхра çуклăх, выçлăх асаплантарчĕ. Хĕрупраç çулĕсенче вăйăсенче савăнса саркаланаймарăмăр, кунĕн-çĕрĕн ĕçре тарлама тиврĕ. Ачаллах 100 грамм вика çăнăхĕпе пĕр курка яшкашăн тырă выраттăм: кăнтăрла – ыраш пуссинче, каçхине – урпа анинче. Хушăран хура çăкăр татăкăн валеçкелесе паратчĕç. Çĕрĕпе авăн çапнă. Апат килте пĕçерме, хĕлле пÿрте ăшăтма ултă-çичĕ çухрăмри вăрмантан хулпуççи урлă çакса шанкă йăтнă. Килти хуçалăхсене, ялсене, колхозсене, çапах та, майĕпенех ура çине тăратрăмăр. Вăрçă вăхăтĕнче, вăрçă хыççăнхи çулсенче ака-сухара, вăрманта тертлентернĕ мăйракаллă вăкăрсене мăйракасăр «тимĕр вăкăрсемпе» улăштартăмăр. Пурăнма та пулĕ-ха, тесе хĕпĕртенĕччĕ, анчах икĕ ĕмĕр чиккинче ниме юрăхсăр çынсем пулса тăтăмăр. Аçăмçырми, Тăвальушкăнь Ялтăра, Юпшик Ялтăра çыннисене, Ельцин саманинче кĕпĕр тăкăннисене, масарсенчен тăратса тавралла пăхтарас-тăк, мĕн кăланă пулĕччĕç-ши вĕсем пире? Хамăр тата, хальчченех чĕррисем, алла пăшал тытман тылра ĕçленĕ, – камсем эпир;
Экономика тĕлĕшĕнчен Совет Союзĕ тĕнчере 2-мĕш вырăнта пыратчĕ. Ку вырăна çĕршыв рабочипе хресчен хулпуççийĕ çинче тухнă. Тухтăрсем, учительсем чи хисеплĕ çынсем шутланнă. Пире те, ялтисене, этем вырăннех хуратчĕç.
Зинаида СОФРОНОВА.
Юпшик Ялтăра.