Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв асăрхануллă пулма ыйтать

23 мая 2015 г.

Çуллахи шăрăх тапхăр çывхарса пынă май, халăх шыв патне ытларах туртăнать. Пĕвере, бассейнра шыва кĕни ачасене çеç мар, аслисене те хаваслăх чылай кÿрет. Анчах та шыв хăрушлăх та кăларса тăратма пултарать. Нумай чухне ишме пĕлекенсемех инкеке лекеççĕ. Вĕсене асăрхаттарас тĕллевпех çак ыйтăва Пĕрлехи информаци кунĕн йĕркине те кĕртнĕ. Шывра хамăра мĕнле тытмалли пирки район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ Федор ТИМОФЕЕВ каласа кăтартать:

– 2014 çулта Вăрнар районĕнче 7 çын путса вилнĕ, вĕсенчен тăваттăшĕ ÿсĕр пулнă. Çавăнпа та тăвансем, çывăх çынсем эрех-сăра ĕçнĕ хыçççăн шыва кĕрессинчен асăрхăр.

Ачасене те шыв хĕрринче асăрхавсăр ан хăварăр. Пĕлтĕр, октябрьте, çапла майпа виçĕ çулхи ача путнăччĕ.

Инкек курас мар тесен правилăсене çирĕп пăхăнмалла:

- шыва ирхине е каçхине кĕрсен аванрах. Шыв температури 17–19 градусран пĕчĕкрех пулмалла мар. 20 минутран ытларах ишме юрамасть, ку вăхăта та тÿрех мар, 3–5 минутран ÿстерсе-хăнăхса пымалла. Шăниччен чăмпăлтатни шăнăр туртни, сывлама чарăнни, тăна çухатни патне илсе çитерме пултарать;

- енчен те урана шăнăр туртсан пулăшу чĕнмелле, тарăннăн сывламалла, пите шыва чикмелле. Урасене хускатмалла, шăнăр туртни иртмесен чĕпĕтмелле. Урасене туйма пуçласан ишев стильне улăштармалла, çурăм çине çаврăнмалла, урана массаж тумалла, çыран хĕрнелле ишмелле;

- хĕвел çинче нумай вăхăт пулнă хыççăн сулхăна куçмалла, унтан тин шыва кĕме юрать, мĕншĕн тесен ÿт тÿрех сивĕнни мыщцăсене пĕрет, сывлава путлантарать;

- ятарлă пляж пулмасан шыва кĕме хăйăрлă, чăнкă мар вырăна суйласа илмелле. Пĕлмен вырăнта сикме юрамасть: пуçпа чул е ытти япала çине тăрăнма пултаратăр;

- хăвăр вăя шанмасан аякка ишсе кайма юрамасть. Ывăнсанах каялла таврăнмалла, канмалла. Шыв майăн ишмелле. Авăра лексен тарăннăн сывласа илсе чăммалла та хăвăрт аяккалла ишсе çиеле тухмалла;

- автомобиль камерисемпе, вĕрсе хăпартнă матрацсемпе е теттесемпе аяккалла ишсе кайни те хăрушлăх кăларса тăратма пултарать.

Яланах асăрхануллă пулăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика