Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи калаçу çивĕч ыйтусем çĕклет

23 мая 2015 г.

Ялсенче, ĕç коллективĕсенче иртекен Пĕрлехи информаци кунĕсем халăха республикăра, районта пурнăçланакан ырă ĕçсене пĕлтерме, вĕсене хумхантаракан ыйтусене çĕклеме май параççĕ

– Чăваш еншĕн лайăх ĕçсем чылай тăватпăр. Анчах та «сарă» хаçатсем çынсен шухăш-кăмăлне арпаштарса ярас тĕллевпе тĕрĕсмарлăхсем нумай çыраççĕ. Теприсем çакна ĕненекенсем те пур. Çавăнпа та пирĕн пĕрлехи йышпа хамăр мĕнле ĕçленине кăтартмалла, – терĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, районти информаци ушкăнне ертсе пыраканскер.

Унпа пĕрле юнкун районта çавăн пекех юстици министрĕн заместителĕ Алексей Вязов, пурăнмалли çурт-йĕр патшалăхăн тĕп инспекторĕн ертÿçин заместителĕ Елена Миронова, Роспотребнадзорăн Канашри территорири уйрăмĕн пуçлăхĕ Светлана Московская ĕçлерĕç.

Информаци кунĕн темисене уçнă май, Юрий Попов Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тунă отчетĕнчи самантсемпе паллаштарчĕ. Тĕп ĕç, паллах, – халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстересси: çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси, ăс-тăн, кăмăл-сипет хаклăхĕсене ÿстересси.

Республикăн ырă кăтартусем чылай. Бюджет инвестицийĕсем ÿснĕ, пĕлтĕр харпăр хăй тупăшĕ 2013 çулхинчен 1 млрд та 367,4 млн тенкĕ ытларах пулнă. Бюджет учрежденийĕсенче ĕçлекенсем умĕнче шалу парăмĕ çук. Промышленность производствин индексĕ 104,5 процентпа танлашнă.

Экономикăн чылай отраслĕсенче импорта улăштарас программăсем ĕçлеççĕ. 42 млрд тенкĕлĕх 52 инвестици проектне пурнăçа кĕртме палăртнă. 20 предприятире импорта улăштаракан продукцисем кăлараççĕ те ĕнтĕ.

Иртнĕ çул çăмăл мар пулчĕ пулин те Чăваш ен хăйĕн социаллă обязательствисене туллин пурнăçларĕ. Вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, социаллă политика, спорт тата культура сферисене пĕлтĕр бюджетăн 68,5 процентне е 32,7 млрд тенкĕ тăкакланă.

Юрий Попов пысăк ĕçсен шутĕнче Вăрнарта уçнă Тăрăллă пăр катокне те асăнчĕ. Маларах ку объекта финанслас тĕлĕшпе ыйту çивĕч тăратчĕ. Спикер патне ку енĕпе пĕрре кăна тухман. Юрий Алексеевич хăй сăмахне тытрĕ – катока 7 млн та 700 пин тенкĕ уйăрнă. «Вăрнар районĕнче ĕçленĕрен тата кунтан депутата суйланнă май, Вăрнар тăрăхĕшĕн вăй çитнĕ таран çине тăрăп», – терĕ вăл район администрацийĕнче иртнĕ тĕлпулура.

Кăсăклă сĕнÿ те пачĕ – Вăрнар районĕнче Правительство сехетне ирттермелле, унта мĕнпур министра чĕнмелле.

Паянхи тепĕр тĕп ыйту – ачасен çуллахи канăвне йĕркелесси. Роспотребнадзорăн Канашри территорири уйрăмĕн пуçлăхĕ Светлана Московская кăçал лагерьсенче 48 пин шкул ачи канассине, 8 пин ачана ĕçе вырнаçтарассине пĕлтерчĕ.

Вăрнар районĕнче кĕçĕннисен канăвне йĕркелеме 4 млн ытла тенкĕ уйăрнă. Шкул çумĕнче 24, палаткăллă 19, ĕçпе канăвăн 20 лагерĕ ĕçлĕç. 200 ытла ача хула тулашĕнчи лагерьсенче сывлăхне çирĕплетĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Çурхисене 98,8 процент акса пĕтернĕ. Çĕрулми лартассине вĕçлесе пыраççĕ, кăçал ун лаптăкĕ 700 гектарпа танлашать. Çавăн пекех хуçалăхсенче кĕрхисене хими мелĕпе хÿтĕлес ĕçсем анлă пыраççĕ.

Тĕлпулусенче халăх кашнинчех çул-йĕр ыйтăвне çивĕч хускатать. Леонид Григорьевич кăçал ятарлă программăпа Вăрманкас, Пуканкасси, Енĕш, Упнер тата Хăмăш ялĕсенче вак чултан çулсем хăпартассине каларĕ. Çавăн пекех Калинино салинчи Мăн Çавал урлă хывнă кĕпере тĕпрен юсама, вырăнти тата республика пĕлтерĕшлĕ 5 çула çĕнетме палăртнă.

Калаçусенче, паллах, пушар хăрушсăрлăхĕн тата шывра путассине асăрхаттарас ыйтусем те çивĕч тăраççĕ. Кăçал акă 22 пушар çырăннă, вĕсенче икĕ çын пурнăçĕ татăлнă. Пĕлтĕр сакăр çын путса вилнĕ, тĕп сăлтавĕ – ÿсĕрле шыва кĕни. Шухăшламалăх пур.

– Роберт Игнатьевич, сирĕн пек специалистсем ытларах пулсан республикăра ял хуçалăхне тата вăйлăрах аталантарнă пулăттăмăр, – терĕ Юрий Попов «Санары» хуçалăхăн çĕнĕ технологипе çитĕнтерекен пăрçа тата тулă пуссинче пулнă май.

Санарпуçĕнчи шкулта Юрий Алексеевича çăкăр-тăварпа кĕтсе илме сăлтавĕ те пур. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ хута кĕнипе кунта иртнĕ çул спорт залĕ юсанса çĕнелчĕ.

Шкула пухăннисен район, республика представителĕсем патне хальхинче те ыйтусем пулчĕç. Пĕр хĕрарăма акă çулсене ячĕшĕн тенĕ пек юсани пăшăрхантарчĕ. «Шăтăк-путăксене вак чулпа тултарнин усси сахалтарах. Пустуй укçа тăкни кăна мар-и ку;» – терĕ вăл. Юрий Алексеевич та вак юсавсене нумай чухне строительсем явапсăртарах пурнăçланине палăртрĕ. Ыйтăва тимлĕхе илме шантарчĕ.

Халăх каллех сĕт хакĕ пирки чĕррĕн калаçрĕ. «Паян ун хакĕ 13 тенкĕне чакни ытла та мăшкăл вĕт», – терĕç пухăннисем. Ялта чылайăшĕ ку продукцие сутнипе кăна пурăнать. Япалисем кунсерен хакланса пыраççĕ, ачи-пăчине тăхăнтартмалла, çитермелле.

Район администрацийĕнче иртнĕ йышăнура та пĕлтерĕшлĕ ыйтусем хускатрĕç. Поселокра пурăнакан Маргарита Климентьевна Матвеева, халăхшăн хыпса çунаканскер, тава тивĕçлĕ учитель-ветеран, Вăрнар районĕн тĕп больници «Земство тухтăрĕ» программăна кĕменнишĕн, кунта 20 ытла врач çитменнишĕн, çамрăк тухтăрсем тăван тăрăха таврăнманнишĕн пăшăрханса калаçрĕ.

Сергей Красильников депутат Вăрнарти асфальт çук урамсене те вак чулпа хăпартас программăна кĕртме май çук-ши, тесе ыйтрĕ. Владимир Ванин пенсионера тасатмалли сооруженисем кивелсе-çĕрĕшсе пыни кулянтарать.

Юрий Попов ку ыйтусем укçа-тенкĕпе çыхăннине палăртрĕ. Поселок урамĕсене асфальтах сармалла, терĕ вăл. Ытти ыйтусене тимлĕхе илсе татса пама çул-йĕр шырама пулчĕ.

Калининăра Роспотребнадзорăн Канашри территорири уйрăмĕн пуçлăхĕ Светлана Московская çÿлерех асăннă ыйтусемпе тухса каларĕ, çынсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова пушар хăрушсăрлăхĕн темине çĕкленĕ, пухăннисене асăрханма ыйтрĕ.

Çĕрпелте тата Мăн Явăшра информаци ушкăнне район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Гузалия Салахова тата социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Ирина Смолина ертсе пычĕç. Çĕрпелте Иван Николаев Кайри Тукай ялĕнче вак чулпа та пулин çул сарас ыйтăва хускатрĕ. Кăçал ку ял республикăн ятарлă программине кĕмест. Анчах та ыйтăва шута илнĕ. Çынсем çавăн пекех «Ĕç ветеранĕ» ята илес процеспа та кăсăкланчĕç.      

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика