23 мая 2015 г.
Çак эрнере Шупашкарта пĕчĕк халăхсен кинематографине халалланă Пĕтĕм тĕнчери VIII кинофестивалĕ пулчĕ.
Фестиваль Чăваш патшалăх филармонийĕнче Владимир Вобликовăн «Старики» картинипе уçăлнă.
Кăçалхи кинофестивальте «çемье формачĕпе» мероприятисем чылай пулнă, çавăн пекех вăл ачасем валли фильм-юмахсемпе, Кино каçĕпе, Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне тата Литература çулталăкне халалланă программăсемпе, творчество тĕлпулăвĕсемпе тĕлĕнтернĕ.
Конкурсра тулли метражлă 11 фильм тупăшаççĕ. Тата 13-шĕ – пĕчĕк халăхсен фильмĕсен конкурсĕнче. Наци студийĕсен картинисем шутĕнче Чăваш енĕн виçĕ фильмĕ те пур.