23 мая 2015 г.
Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче Беларуç Республикин делегацине йышăннă.
Хăнасене Чăваш ене Минск облаçĕн ĕçтăвкомĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Игорь Макар ертсе килнĕ.
Малтанах икĕ ен агропромышленноç комплексĕнчи пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăва çирĕплетессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.
«Çыхăнусене йĕркеленĕ. Пирĕн тĕллев – икĕ ене те усă кÿрекен пайташлă хутшăнусене вăй илтересси. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси ÿлĕм çÿллĕ шая çĕкленмелле. Влаç органĕсем те, бизнес та çакăн патне ăнтăлаççĕ», – тенĕ республика Пуçлăхĕ.
И.Макар Чăваш енĕн тĕп хулине курса çÿренине тата Етĕрнери аш-какай комбиначĕн ĕç-хĕлĕпе паллашнине аса илчĕ. «Пур çĕрте те – таса та йĕрке. Çимĕçне те тутанса пăхрăмăр – Беларуçри пекех паха. ,çлĕ çыхăну тĕрлĕ енлĕ пулассăн туйăнать. Продукцие пĕр-пĕрин патне хушша-хуппа кĕрекенсемсĕр, тÿртен çитерме тăрăшăпăр», – палăртрĕ вăл.
Чăваш енпе Беларуç аграрийĕсен ĕçлĕ хутшăнăвĕсем тахçанах йăл илнĕ. Пирĕн хресченсем белоруссен техникине – комбайн, трактор, çĕрулми суйламалли комплекс – туянаççĕ, вĕсем çитĕнтернĕ тырпулпа çĕрулмине тĕрĕслесе пăхаççĕ. Хăнасем пиртен пуçлă сухан, ыхра, электрооборудовани, техникăн саппас пайĕсемпе хими имçамне туянас шухăшлă.