23 мая 2015 г.
«Мураты» ял хуçалăх кооперативĕн Уйкас Явăшри сĕт-çу ферминче ĕçлекенсем кăçал кашни ĕнерен 6200 килограмм сĕт суса илме палăртнă. Хăйсен тĕллевне вĕсем кулленхи ĕçре çирĕплетсе тăраççĕ, иртнĕ тăватă уйăхра ĕне пуçне 2035-шер килограмм сунă. Ку – районти чи пысăк кăтарту. Ÿсĕмсемпе сĕт-çу фермин ертÿçи Владимир Павлович Петров паллаштарчĕ:
– Ĕнесене симĕс курăк çине кăларнă хыççăн сĕт суса илесси палăрмаллах ÿсме пуçларĕ. Халĕ талăкри сăвăм 20 килогрампа танлашать. Шăрăх тапхăрта выльăхсене кĕтсе çÿретес вăхăта улăштаратпăр. Каçхи сăвăм хыççăн ĕнесене 22 сехетчен симĕс курăк çинче çÿрететпĕр.
Ирина Сергеева, Людмила Кузьмина, Оксана Маркова дояркăсем çĕнĕ çултанпах малта пыраççĕ. Выльăх-чĕрлĕхрен продукци ытларах илес ĕмĕтлисем фермăра татах та пур. Апат хатĕрлессипе Петр Краснов механизатор, Валерий Кузьмин оператор, Геннадий Рубцов слесарь, Светлана Петрова ветеринари фельдшерĕ, ĕнесене пăрулаттарассипе Наталья Волковăпа Вера Васильева ырă ята тивĕçлĕ.
Ферма паха продукцие сĕт заводне кунсерен 2000 килограмм пĕр литрне 20 тенкĕпе ăсатса тăрать.
В.МОСКВИН.