Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ыйтăвĕсемпе

20 мая 2015 г.

Эрнекун районта Чăваш Республикин Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерстви патшалăх пурлăхĕпе тата çĕрпе тухăçлă усă курас ыйтусемпе семинар-канашлу ирттернĕ. Унта Анатолий Кузьмин министр тата унăн заместителĕсем, Элĕк, Улатăр, Йĕпреç, Красноармейски, Çĕрпÿ, Етĕрне, Тăвай, Хĕрлĕ Чутай, Вăрнар районĕсен, Улатăр хулин администрацийĕсен çĕр пайĕсен специалисчĕсем хутшăннă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев районта ку енĕпе мĕнле ĕçленипе паллаштарнă май, çĕре арендăна парассипе 1573 килĕшÿ çырнине, 3 объекта приватизаци планне кĕртнине пĕлтернĕ. Пĕлтĕр икĕ çĕр лаптăкне 6 млн ытла тенкĕлĕх сутнă.

Муниципаллă пурлăхпа тата çĕрпе тухăçлă усă курни бюджета тултарас тĕп ĕçсенчен пĕри. Пирĕн районта акă инвентаризаци йĕркипе пушă тата тулли мар усă куракан 78 çĕр лаптăкне тупса палăртнă, пĕрне арендăна парса çаврăнăша кĕртнĕ.

Министерствăн пай пуçлăхĕсем пухăннисене Раççей Çĕр кодексне кĕртнĕ улшăнусемпе паллаштарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика