Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ытти турнирсенче

20 мая 2015 г.

Виçĕмкун шкул ачисен спартакиади йĕркипе Чăваш ен Пуçлăхĕн Кубокĕшĕн «Президент тупăшăвĕсем» иртнĕ. Вăрнарти 2-мĕш шкул команди унта нумай енлĕ кĕрешессипе те, хутăш эстафетăра та пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Çĕрпел шкулĕн команди пĕрремĕш тĕсре иккĕмĕш, иккĕмĕш тĕсре тăваттăмĕш пулнă. Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе 2-мĕш шкул ăмăрту таблицин пĕрремĕш, çĕрпелсем иккĕмĕш йĕркине йышăннă.

«Президент тупăшăвĕсем» зонăри ăмăртăвĕсене Етĕрне районĕнчи, Муркаш салинчи тата Шупашкар хулинчи командăсем те хутшăннă.

 

Маларах ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем те республикăри сумлă турнирсенче палăрнă. Елчĕкре пулнинче Вăрнарти 1-мĕш шкулта вĕренекенсем Дима Львов, Никита Львов тата Антон Сантимер кĕмĕл медальсене çĕнсе илнĕ.

Шупашкарта иртнинче Çĕньял Хапăсри Антон Федоров чемпион пулса тăнă, Санарпуçĕнчи Никита Никандров – кĕмĕл призер.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика