20 мая 2015 г.
«Манăн аттене Çÿлти Турă вăрăм ĕмĕр парнеленĕ-ши, те хăй пурăнма пĕлчĕ, – хуллен калаçрĕ Чăрăшкас Мăратри Владимир Викторов. – Çирĕм виçĕ çул та тултарман атте, тем чул савăнса çÿрес вăхăтра Гитлер вăрçăпа тапăнсан хăйпе тан çамрăксемпе вăрçă хирне тухса кайнă. Аслă Çĕнтерĕве Берлинта кĕтсе илнĕ. Тăватă çул хушшинче мĕн кăна курман-ши, мĕн кăна тÿсмен-ши, миçе хутчен аманса госпитальсенче выртман-ши, унран та хăрушăраххи, йывăрри, нихăçан манăçми чĕре суранĕ – пĕрле çапăçăва кĕнĕ юлташĕсене çухатни. «Киле чĕррĕн таврăнас пирки шухăшлама та пултарайман, мĕнле те пулсан тăшмана çĕнтерме ăнтăлнă. Вăл малтанах çав тери хаяррăн талпăнчĕ пулсан та эпир çĕнтертĕмĕрех. Ман пуçа çиеймерĕ пулин те, ĕмĕрлĕх сусăр хăварчĕ, урасенчи снаряд ванчăкĕсене нимĕнле операцисемпе те кăларма май килмерĕ», – хăй пурăннă вăхăтра пире, ачисене, час-часах каласа паратчĕ».
Ашшĕ, Виктор Иванович, тăван яла 1945 çулта çаврăнса çитнĕ. Мăн Явăшри илемлĕ сăн-питлĕ, хитре хул-çурăмлă хĕрпе пĕрре курса килĕштерсех пĕрлешнĕ. Татьяна Степановна ăна инвалид тесе тиркемен, питех килĕшнĕ ăна вăрçăран таврăннă каччă.
Викторовсем 9 ачана кун çути парнеленĕ. Мухтав Турра, пурте паянхи кун сывă та чĕрĕ. Ашшĕ амăшĕнчен 7 çул аслă пулин те, 84 çула çитиччен пурăнчĕ, Татьяна Степановна вара 2 çул маларах чире пула ĕмĕрлĕхех пире пăрахса кайрĕ. Ашшĕне аслă ывăлĕпе кинĕ пăхса пурăннă. Ашшĕ асапланнине пĕчĕкрен курса Владимир Викторовичăн икĕ йăмăкĕпе шăллĕ врача вĕреннĕ.
Ашшĕ утсах çÿреймен пулсан та ачисене хытă тытнă, вĕрентме тăрăшнă. Тăхăр ачаран иккĕшĕ – учитель, иккĕшĕ – экономист, пĕри механик. Ашшĕ, Виктор Иванович, учетчикре ĕçлесе пурăнчĕ, Татьяна Степановна – свинаркăра.
Викторовсен çемйине çывăх пĕлетĕп. Паян иккĕмĕш ывăлĕ Владимир Викторович районти инвалидсен обществин председателĕнче вăй хурать, çав вăхăтрах поселокри çынсем вилсен, тăванĕ-пĕтенĕ çук пулсан, çавсене тирпейлесе пытарма ятарласа ушкăна йĕркелесе пырать. Пурне те пулăшу алли тăсать. Хăй вăхăтĕнче «Колос» совхозра механикре, профсоюзпа рабочком председателĕнче вăй хунă. Вăл тăрăшнипех Иртеменкассинчи чиркĕве газ кĕртме пултарнă.
Эппин, Виктор Ивановича шăпа ахальтен чĕррĕн вăрçă хирĕнчен çавăрса килмен, сусăр пулсан та хăйĕнчен 9 усăллă хунав хăварнă вăл.
А.ПЕСКОВА.