Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăр хĕррипе – экскурси

20 мая 2015 г.

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе Етĕрне районĕнче Чăваш ен Культура министерстви хутшăннипе «Сурский оборонительный рубеж» турист маршрутне уçнă.

Çар-истори экскурси программи «Засурье сали – Совхозный поселокĕ – Стрелецкая ял – Ядрин хули – Ильина Гора сали» çулпа выртать. Турмаршрут Сăр хĕрринчи оборона линийĕпе (вăл 1941 çултанпа сыхланса юлнă) паллаштарать. Окопсем, траншейăсем, танксене хирĕç шăтăксем Ильина Гора салинчен Сăр юханшывĕн сылтăм çыранĕнчен аван курăнаççĕ. Унта машинăпах çитме пулать.

Экскурси программинче çавăн пекех – кедр аллейине, самолет-палăка, Н.Д.Мордвинов тата художествăпа краеведени музейне, «Дерсу Узала» фильм эпизочĕсене ÿкернĕ вырăна çитсе курасси. Апат çитереççĕ.

Экскурси çичĕ сехете, 60 км тăсăлать. Ушкăнпа килекенсем валли импровизацисем кăтартма пăхнă.

«Сурский оборонительный рубеж» пирки Чăваш ен культура министерствин сайтĕнче тата «Чувашия – сердце Волги» турпорталта паллашма пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика