Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнекесенче – вăрçă паттăрĕсем

20 мая 2015 г.

Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ умĕн Чăваш кĕнеке издательстви халăх паттăрлăхне халалласа çĕнĕ кĕнекесем пичетлесе кăларнă.

«В тылу как на фронте: документы, воспоминания, статьи» кĕнеке архиври тата пичетре кун çути курнă материалсене пĕрлештерет. Вăл вăрçă вăхăтĕнчи Чăваш енри çĕршер пин тыл ĕçченĕн ĕçлĕ кун-çулне кăтартса парать, вăл шутра оборона рубежĕн строительствине те, эвакуаци ĕç-хĕлне те, тата ытти енсене те. Пуçтараканĕ – Ф.Н.Козлов.

Пирĕн ентешĕн Галина Матвееван «Его звали Чуваш» кĕнекине икĕ поэма кĕнĕ, пĕри – изданипе пĕр ятлă, тепри – «Пришел пропавший без вести солдат...». Вулакансенчен нумайăшĕ ку поэмăсене пĕлеççĕ ĕнтĕ. 2012 çулта «Чăваш» кĕнекен алçырăвĕ республикăри конкурсра çĕнтернĕччĕ. Тепĕр çултан вăл уйрăм кĕнекен пичетленсе тухрĕ. Автор халĕ ăна вырăсла вулакан патне те çитерме пултарчĕ. Куçаруçи – Аристарх Дмитриев.

«Его звали Чуваш» поэмăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин чăн пулăмĕсем хывăннă. Польша территорийĕнче, тăшман тылĕнче, партизан отрядне Чăваш вăрттăн ятлă пограничник ертсе пынă. Вăрçă чарăннă хыççăн 20 çултан ун чăн ятне палăртнă. Вăл Чучукасси ялĕнчи хыпарсăр çухалнă Яков Николаевич Николаев пулнă. Ун арăмĕн те, Анастасия Константиновнан, шăпи йывăр килнĕ. Кăкăр ачипе вăл фронт линийĕ урлă каçнă, Шупашкара таврăннă, анчах ăна кунта тата хăрушăрах пулăмсене тÿсме тивнĕ...

Çавăн пекех издательство Леонид Агаковăн «Вăрçă ачисем», Анатолий Кипечĕн «Вилĕм ялан ичелсĕр», Мĕтри Кипекĕн «Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ» кĕнекисене кун çути панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика