16 мая 2015 г.
Раççей Патшалăх Думинче Чăваш Республикин кунĕсем иртнĕ май Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн çитĕнĕвĕсен куравне тата унăн вăй-хăвачĕпе паллаштаракан презентацине хутшăннă.
Курав уçăличчен Михаил Васильевич РФ Патшалăх Думин председателĕн пĕрремĕш заместителĕпе, Раççей Олимп комитечĕн президенчĕпе Александр Жуковпа тĕл пулнă. Чăваш ен Пуçлăхĕ Патшалăх Думин пĕрремĕш вице-спикерне республикăри социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕпе паллаштарнă, çăмăл атлетика енĕпе Европăн команда чемпионатне мĕнле хатĕрленни çинчен каласа кăтартнă.
А.Жуков çĕршыв экономикинче кризис пулăмĕсем палăрнине пăхмасăр Чăваш енре экономика тата социаллă сфера тăнăçлă аталаннипе, электротехника кластерне туса хунипе, хĕвел модулĕсен производствин заводне (Европăра чи пысăкки) хута янипе кăмăллă пулнине пĕлтернĕ.
Михаил Игнатьев хăйĕн докладĕнче хальхи Чăваш еншĕн халăхăн пурнăç шайĕн чи çÿллĕ стандарчĕсене тивĕçтересси тĕп тĕллев пулнине палăртнă. Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕн никĕсне инвестицисене, çынна аталанма тата çитĕнÿсем тума май паракан, XXI ĕмĕрте конкуренцие çĕнтерме пултаракан çынсем валли тивĕçлĕ условисем йĕркелессине кĕртнине асăннă.
Презентацире çавăн пекех Чăваш Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов доклад тунă.