16 мая 2015 г.
Паян пирĕн хаçат хăни – Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов.
– Владимир Николаевич, паян экономикăра ансат мар лару-тăру пулни пирки нумай калаçаççĕ. Ăна пула вĕрентÿ тытăмĕнче 2015 çул валли кĕртнĕ пысăк укçа-тенкĕ ыйтакан проектсем епле пурнăçланĕç;
– Вĕрентÿ – Чăваш ен патшалăх политикин приоритетлă енĕ. Кăна çирĕплетекенни – юлашки çулсенче ку тытăма бюджетран пысăк укçа-тенкĕ уйăрни (расхутсен 31,3 проценчĕ). 2009 çултанпа вăл 1,8 хут ÿснĕ.
Республикăри ĕç-хĕле Раççей наука министрĕ Дмитрий Ливанов пысăк хак пачĕ, «ку регион Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн, çавăн пекех вĕрентÿшĕн яваплă мĕнпур çыннăн тÿпи» пулнине палăртрĕ.
Чи пысăк çитĕнÿсен шутне вăл шкул çулĕчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсенче хушма вырăнсем тунине каларĕ. Юлашки тăватă çулта эпир 19,6 пин çĕнĕ вырăн уçрăмăр, вĕсенчен 6,5 пин ытларахăшĕ – 38 çĕнĕ ача садĕнче. Ку тĕллевпе 3,2 млрд ытла тенкĕ тăкакланă. Кăçал шкул çулĕчченхи вĕрентĕве модернизацилессине вĕçлетпĕр.
Пĕлтĕр «Единая Россия» партин социаллă проекчĕпе республикăри 40 спорт зала, урамри икĕ спорт площадкине юсанă. Сирĕн районта – Хапăс тата Санарпуç шкулĕсенче.
2015 çулта республика Раççей конкурсĕнче çĕнтернĕ май, тата 29 ял шкулĕн спорт залĕсем çĕнелĕç. Вăл шутра – Кĕçĕн Кипек тата Кульцав шкулĕсенче те. Ял çамрăкĕсен те вĕсенче сывлăхшăн усăллă, туллин пиçĕхме май пулĕ.
Унсăр пуçне, республика программипе ял поселенийĕсенче комплекслă компактлă застройкăсем тăвас йĕркепе Малти Ишекри вăтам шкула юсама укçа-тенкĕ уйăрнă.
– Сирĕн шутпа, Вăрнар районĕнчи вĕрентÿ тытăмĕнче мĕнлерех ырă туртăмсене палăртнă пулăттăр;
– Чи малтанах, 2015 çултанпа виçĕ çултан аслăрах мĕнпур ачана садиксене вырнаçтарни. Анчах та черет пур-ха. Сирĕн районта ку ыйту Вăрнарта 145 вырăнлă ача сачĕ уçăлсан татăлать пулĕ тетĕп.
Районта ача спорчĕ вăйлă аталаннă. Çамрăк спортсменсем ирĕклĕ кĕршÿре, фитнес-аэробикăра, ытти тĕссенче республикăра мала тухаççĕ. Шкул ачисен Туриадинче вăрнарсем – чи лайăх ултă команда йышĕнче.
Харăсах виçĕ педагог професси ăсталăхĕн «Çулталăк учителĕ», «Самый классный классный», «Çулталăк воспитателĕ» республикăри конкурсĕнче çĕнтернине мухтаса палăртатăп. Вăрнарти 1-мĕш шкулти Наталия Самарина Чăваш енри кăçалхи чи лайăх класс ертÿçи пулса тăчĕ. Вăрнарти 2-мĕш шкулти ют чĕлхе учителĕ Ольга Физер чи лайăх пилĕк вĕрентекен йышĕнче. Вăрнарти 5-мĕш ача сачĕн воспитателĕ Наталия Савина лауреат пулса тăчĕ.
– Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне паллă турăмăр. Ачасемпе çамрăксене патриотла воспитани парассине мĕнле хакланă пулăттăр;
– Кăçал гражданла патриотизм енĕпе чылай мероприятипе акци иртет. Вăл шутра «Ăрусен астăвăмĕн эстафети», «Çĕнтерĕве–салют!», шкул музейĕсен фестивалĕсем, патриотла сăвă-юрăсен конкурсĕсем, çар-патриотизм клубĕсем, çамрăк армеецсен фестивалĕсем тата ытти те.
Палăртма кăмăллă, Чăваш Республикинче çамрăк армеецсен «Зарницăпа» «Орленок» вăййисем татти-сыпписĕр 1968 çултанпа иртеççĕ. Чылай регионта апла мар.
Çак мероприятисене Вăрнар районĕнчи шкул ачисем те хастар хутшăнаççĕ. Калинино шкулĕн кадечĕсем савăнтарчĕç. Мускавра иртнĕ «Çĕнтерÿçĕсен ячĕпе марш!» стройпа юрăсен тăххăрмĕш конкурсĕнче вĕсем 1-мĕш вырăн йышăнчĕç.
Çарпа патриотизмăн курăмлă ĕçĕсен шутĕнче çавăн пекех çамрăксем Раççей Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче тÿрĕ тивĕçпе службăра тăни. Президент полкĕнче чăваш каччисем пурри, çар вĕрентÿ учрежденийĕсене вĕренме кĕрес текенсен шучĕ ÿсни савăнтарать.
– Калаçушăн тав.