Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешсен сăнĕсем – Мускаври парадра

16 мая 2015 г.

«Вилĕмсĕр полк» акци çулсеренех вăй илсе пырать. Районта уйрăм шестви йĕркелемен пулин те, Çĕнтерÿ кунĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, пуçĕсене хунă çынсен портречĕсене чылаййăн йăтса утрĕç.

Çĕршывăн тĕп хулинче пурăнакансем те паттăр ентешсене манмаççĕ. Хирпуçĕнче – Вăрнарта çуралса ÿснĕ Федотовсем-Никифоровсем Мускавра Хĕрлĕ площадьре йĕркеленĕ «Вилĕмсĕр полка» пин-пин салтакпа пĕрле Уравăшри Михаил Яковлевич Яковлевăн тата Хирпуçĕнчи Степан Никифорович Никифоровăн портречĕсене те тăратнă.

Михаил Яковлевич Яковлев Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулĕччен шăп та лăп 40 кун пурăнса çитереймен. Вăл кăçалхи мартăн 31-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă.

Хĕрлĕ Çара 1940 çулта илнĕ. Житомирти авиацин кĕçĕн специалисчĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Кăнтăр-Хĕвеланăç фрончĕ Гитлер çарĕсен тапăнăвне пĕрремĕш йышăннă. 66-мĕш штурмлакан авиаци полкĕнче Михаил Яковлевич та тăнă.

Асăннă полк тата 6-мĕш танк армийĕн механизациленĕ корпусĕ йышĕнче ентеш Украинăри – Львов облаçĕнчи, Киеври, Черниговри, Полтавăри, Харьковри – çапăçусене хутшăннă, Сталинградшăн çапăçнă, Румыние, Венгрие, Чехословакие ирĕке кăларассишĕн кĕрешнĕ.

Мирлĕ пурнăçра Уравăшри тата Хирпуçĕнчи шкулсенче ĕçленĕ.

Степан Никифорович Никифоров – тăватă вăрçă участникĕ: Граждан, Польша, Тăван çĕршывăн Аслă тата Яппун вăрçисен.

Иккĕмĕш тĕнче вăрçине 1942 çулта кĕнĕ. Тĕп Калинин (1942 – 1944), 3-мĕш Белорусси (1944–1945), 1-мĕш Инçет Хĕвелтухăç (1945) фрончĕсенче çапăçнă. Икĕ хутчен аманнă, контузи пулнă.

Хăй нумай çул каялла пурнăçран уйрăлнă пулин те ачисем, мăнукĕсем вăрçă паттăрне манмаççĕ. Докуменчĕсене, наградисене кĕçĕн хĕрĕ, Антонина Степановна, тĕплĕн упрать.

Наградисем вара шăкăринех – «Кенигсберга илнĕшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн», «Хастарлăхшăн», «Çапăçура палăрнăшăн», юбилей медалĕсем.

С.ЧИКМЯКОВА.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика