Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăваплă палăк умĕнче

16 мая 2015 г.

Аслă Çĕнтерÿ юбилейне уявлама Явăшсен тăрăхĕнче вăтам шкул учителĕсемпе вĕренекенĕсем, культура ĕçченĕсем, вăрçă ачисем хастар хутшăннă. Кашни ушкăн харпăр хăйĕн пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн кăтартма тăрăшнă. Виçĕ ялĕнче те палăксене çĕнетнĕ, вĕсен таврашне куçа илĕртмелле тирпейленĕ. Кадетсен класне чаплă хатĕрленĕ. Шухăша хускатакан, чун-чĕрене савăк кÿрекен митингсем виçĕ ялĕнче те иртрĕç. Çăкаллă-явăшсем вăрçă кунĕсене ялти пурнăçпа сăнлакан спектакль те кăтартрĕç. Хĕрсемпе хĕрарăмсем фронтри боецсем патне çырусем çырнă, ятран парнесем хатĕрлесе посылкăсем пуçтарнă. Вĕсене аманнипе киле янă уксах салтак хавхалантарать. Ку роле С.Петров витĕмлĕ сăнарлама пĕлет.

– Ялта мана артист тесе чĕнкелеççĕ, – терĕ Сергей Иванович. – Театр сценине юрататăп. Каччă та пулнă, старике те сăнланă. Вăрçа чăтса çĕнтернисене хытă хисеплетĕп. Паян та шапăртатса куççулĕ тухрĕ.

Сергей çав тери ĕçчен хресчен. Вăл тытса тума пĕлмен ĕç çук. Выльăх йышлă усрать. Тракторĕсемпе хăйĕн гектарĕсем çинче тухăçлă тырпул ÿстерет.

Мăн Явăшри митингра хисеплĕ хурала мĕнпур шкул ачи тăчĕ. Сăвă та, юрă та янăрарĕ. Пухăннисене чикĕ хуралĕн Мускаври академийĕн преподавателĕ Владимир Петрович Тихонов полковник, Мускаври Пĕрремĕш кадет корпусĕн хастарĕ Эрик Васильевич Васильев полковник, ыттисем хĕрÿллĕн саламларĕç. Э.Васильев Госдума фракцийĕ хушнипе вăрçă ачисене (çав шутра В.Сорокин, В.Петров, И.Лаврентьев, Г.Иванов, М.Васильев, И.Захаров, ыттисем) юбилей медалĕсемпе наградăларĕ. Кадет класĕсен командирĕ Таня Иванова та (вăл анчах-ха Мускаври Пĕрремĕш кадет корпусĕнче пулса курнă) наградăна тивĕçрĕ.

Пĕр кăмăллă юлташсен чуна уçса калаçмалли сăлтавсем, шухăшсем пур иккен. Ман ÿсĕмрисемшĕн, совет халăхĕн шутне кĕртсе картнă çынсемшĕн, чаплă чăн-чăн уяв çулталăкра иккĕ пулнă: пĕрре – Аслă Октябрь, тепре – Аслă Çĕнтерÿ. Пĕри халăха капитал чуралăхĕнчен, тепри – фашизм чуралăхĕнчен хăтарнă. Майăн 9-мĕшĕнче хăть Сердюкова куçăм ан куртăр тенĕрен хам ăшăмра пытаннă, унпа пĕрлехи çар парачĕсене пилĕк çул хушши пăхмарăм. Унччен эп çав парадсене çав териех юратнă. Мускавра 1941 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче тата 1945 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче ирттернĕ Çар парачĕсене ТВ–каналсем астутарнипе темиçе хутчен те курнă. Кăçалхине вара питех мăнаçланса сăнаса лартăм. Чăнласах Раççей Президенчĕ хушнă пек чаплă хатĕрленĕ. Тинех пирĕн Оборона министрĕ те, Главнокомандующи те пур.

Эп Вăрнарти тата ялти шкул ачисемпе калаçкаласа курнă. Сăмахăма кашнийĕнчех Роман Бабаян ыйтăвĕнчен пуçланă (ТВ – «Раççей-1», «Сасă ирĕкĕ» ятлă автор программи). Вăл хăй чĕнсе кăларнă пилĕк студентран тĕпчерĕ: «Çĕнтерÿ маршалĕсене камсене пĕлетĕр;». Пĕри кăна Жуков ятне асăнчĕ. Ăçтан пĕлччĕр; Истори учебникĕсене Раççее, Совет Союзне, пирĕн Çĕнтерÿсен геройĕсене юнăхса-хаярланса курайман этемккесем юриех хуран сăрмакланă пек туйăнать. Юлашки чĕрĕк ĕмĕрте чаплă çарпуçсен ячĕсене хăть парадсенче те пулин асилмерĕç. Кăçалхинче, çапах та, нумай çул хушши кĕтнĕ сăмахсем те илтĕнчĕç: «Хĕрлĕ Çар çĕнтернĕ», «Совет халăхĕ çĕнтернĕ...» терĕç. Хăçан, кам тунă-ши çав Хĕрлĕ Çара; Ăçта, мĕнле патшалăхра пурăннă-ши совет халăхĕ;.. Ыран салтака каяс йĕкĕтсем Берлина штурмланă маршалсене те пĕлмеççĕ. «Эппин, Фридрих Паулюс фельдмаршала пĕлетĕр-и; Астума: вăл Гитлерăн «Барбаросса» планне хатĕрлекенĕсенчен пĕри пулнă. Çав планпа Мускавпа Ленинграда çĕрпе танлаштарма, совет халăхне 60 миллион çын таран вĕлерсе, ыттине чуралăха хÿтерсе, Совет Союзне татăкăн-кĕсĕкĕн вакласа пайлама пăхнă. 1943 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче Паулюса камсем тата ăçта тыткăна лектернĕ;..» «Тен, Совет Çарĕн чи ирсĕр сутăнчăкне пĕлетĕр;» «Францире сăваплă 26 вырăна (площадьсем, урамсем, метро, сквер...) «Сталинград» ятпа хисепленĕ. Раççейре миçе Сталинград пĕлетĕр;». «Эпир халь мĕнле патшалăхра пурăнатпăр;». Тулăклă хуравсем тупăнмарĕç çав...

Çĕнтерÿçе халăх учителĕ хатĕрлет, тенĕ Германи канцлерĕ Бисмарк. Совет шкулĕ космоса тухрĕ, тенĕччĕ Америка Президенчĕ Джон Кеннеди. «Войну 1941 – 1945 г.г. выиграл советский десятиклассник, окончивший школу в 1937 – 1941 годах», – çырнă тĕнче шайĕнчи тишкерÿçĕ-публицист Александр Зиновьев. ,нтĕ «ельциноидсем» те реактивлă установка («Катюша») шутласа кăларнă А.Костиковпа В.Галковский, Т-34 танк авторĕ М.Кошкин, ИЛ-2 авиаконструкторĕ С.Ильюшин, СССР Флочĕн адмиралĕ Совет Союзĕн Геройĕ Н.Кузнецов çулĕсене çитсе иртрĕç. Мĕнле те пулин открытипе çĕршыва, тĕнчене тĕлĕнтерекенсене курмастпăр-çке! Чубайссем, макаревичсем нумай, пиллĕкмĕш, улттăмĕш колоннăсен макарĕсем тата нумайрах... Шкултанах наукăпа техника «çăлтăрĕсене» çул парасчĕ! Пире, вăрçă ачисене, шкулта фронтовиксем вĕрентнĕ. Шкула воспитани кирлĕ мар, идеологи кирлĕ мар, политика кирлĕ мар, терĕç те, учительсен ăрăвĕ те пачах урăхланчĕ. Шкул ачисем вăрçăпа ĕç геройĕсене хамăра çывăххисене те пĕлмеççĕ. «Барбаросса» планăн социаллă тĕллевĕ коммунизмла обществăна тĕп тăвасси пулнă. Анăçрисем, пуринчен ытла – Англи, США, Франци – Совет Союзне гитлерла Германи аллипе çапса аркатма тĕв тунă. Фашизма 70 çул каялла хăй йăвинче путлантарса, Совет Союзĕ тĕнче цивилизацине пĕтмĕшле-пĕтĕмĕшле инкекрен хăтарнă. Телее, тĕнче вăрçинче Совет Союзĕ çĕнтернĕ. Шел пулин те, хальхи йăх-ăрусем çакна ăнланмаççĕ. Мĕншĕнне – сăлтавĕсене Совет Союзĕн юлашки Маршалĕ Дм. Язов лайăх уçса панă (РГ, «Написано кровью» № 97).

Çĕнтерĕвĕн 70 çулĕ ячĕпе Асăну палăкĕ умĕнче тăратăн та, пуçа çитмĕл тĕрлĕ шухăш çавăрать. Атте хура тăшманпа мана чĕррĕн курасшăн çапăçнă, юлашкинчен «Тăван Çĕршывшăн!» тесе ÿкрĕ пуль. Анчах 23 çул ĕнтĕ çав çĕршыв çук. Манашкаллисен – вăрçă ачисен çĕршывĕ те çук. Мĕльюнăн хурах кăшкăрсан та пирĕн сасă ахрăмĕ Госдумăра вунă хутчен путланчĕ. Вăрнарта кăçалхи уява 20–30 çул каяллахи чухлĕ тухнине асăрхарăм. Фронтовиксем çукпа пĕрех, апла, тен, вăрçă ачисен колоннине чăмăртамаллаччĕ;.. Ялта та, Вăрнарта та куçа ÿсĕр çапкаланчăк тăрăнмарĕ... Хăшпĕр ялти çур ĕмĕр каялла кăптăр-каптăр купаланă палăка улăштарса çĕнетмелле пек туйăнать... Мускаври парада Европĕрлешĕвĕн мăнкăмăллă хăнисем килсе тухманшăн хĕпĕртерĕм: пирĕн Çĕнтерÿ çумĕнче капăрланмалăх сăлтав çук вĕсен. Çирĕм çул каялла Ленин Мавзолейĕн çÿллĕ трибуни çинче Ельцинпа юнашар США Президенчĕ Клинтон шăла йĕрсе тăчĕ. Хăшпĕр европееца трибуна халĕ ытлашши аяла анни килĕшмен-ши;.. Вăрнарти уявра пĕр сехет ытла Аслă Çĕнтерĕвĕн Рейхстаг тăррине хăпартса çакнă ялавăн копине йăтса çÿрерĕм, сумлă палăксем умне чĕрĕ чечексен карçинккисене лартрăмăр. Темиçе çул каялла мана хĕрлĕ ялавшăнах ятăма ыйтса тăмасăр арестлесе хупса лартма пултарнă... Улшăнусем пур, çапах та! Истори чăнлăхĕнчен фанер маскипе хупланма пăрахса пырсан, пирĕн Çĕнтерĕве тĕнчипех хисеплекен пулĕç ак!

М.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика