16 мая 2015 г.
Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕ ашшĕ-амăшĕ эрех-сăрапа, наркотик хатĕрĕсемпе, психотроплă продукципе е пуçа минретекен ытти япалапа иртĕхнине, çула çитмен ачисене тивĕçлипе пăхманнине, воспитани паманнине тата вĕсене хĕсĕрленине тупса палăртассипе тĕллевлĕ ĕçлет.
Район администрацийĕн çула çитменнисемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комиссинче кунашкал 18 çемье учетра тăрать, вĕсенче 28 ача çитĕнет. Вĕсем – полицин участокри уполномоченнăйсен, çула çитменнисемпе ĕçлекен инспекторсен, профилактика субъекчĕсен уйрăм тимлĕхĕнче.
Ашшĕ-амăшне профилактика учетне илнин сăлтавĕ мĕнре-ши? Хуравĕ пĕрре – АЛКОГОЛЬ! Пырĕсене хĕртнĕ ашшĕ-амăшĕ ачисем çинчен вуçех манаççĕ. Вĕсем пепкисем тĕлĕшпе мĕн хăтланнине те ăнланмаççĕ. Анчах та кунашкал кашни тĕслĕхре асап кураканĕсем – ачасем.
Кăçалхи апрелĕн 22-мĕшĕ тĕлне хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаншăн 53 ашшĕ е амăшĕ çине административлă явап хунă.
Темиçе тĕслĕхе кăна илер. Çулталăк пуçламăшĕнче, январĕн 3-мĕшĕнче, 18 сехет тĕлнелле пĕчĕк ачасем пур В. çемйине тĕрĕслерĕмĕр. Ашшĕ те, амăшĕ те ÿсĕр. Амăшĕ ачин кравачĕ çумĕнче урайĕнче, ашшĕ кравать çинче çывăраççĕ. 2 уйăхри Александр антăхса кайса макăрать, айĕ йĕп-йĕпе, анчах та çакна чун панă çыннисем илтмеççĕ те. Куратăр пулĕ, мĕнлерех чуна çуракан ÿкерчĕк. Педиатрпа, ял поселени пуçлăхĕпе пĕрле ачана синкер аллине парас мар тесе Вăрнарти тĕп больницăна педиатри уйрăмне вырнаçтарма тиврĕ.
Январĕн 15-мĕшĕнче, 15 сехет тĕлнелле, 2013 çулта çуралнă хĕрне, Софйăна, çитĕнтерекен М.-на тĕрĕслерĕмĕр. Ку вăхăтра вăл килĕнче çукчĕ. Хĕрача кукашшĕпеччĕ, вăл та пулин ÿсĕр. Пÿртĕнче сивĕ, электричество плитипе кăна ăшăнаççĕ. Ача валли памперс та, апат-çимĕç те çук. Кукашшĕн сăмахĕсем тăрăх, хĕрачан амăшĕ тăтăшах килте пулманни паллă. Софйăна та вăхăтлăха педиатри уйрăмне вырнаçтарма тиврĕ. Каярахпа ăна асламăшĕ хăй патне пурăнма илнĕ.
Х. çемйинче те ырах мар лару-тăру хуçаланать. 2013 çулта çуралнă Елизаветăна сывлăх тĕлĕшĕнчен яланхи сиплев, тухтăрсем асăрхаса тăни, уйрăм апатлану кирлĕ. Анчах, шел те, унăн амăшĕн ачине сыватассипе пĕр шухăш та çук. Вăл тăтăш спиртлă шĕвексем ĕçет, килтен тухса кайса ачине час-часах пĕччен хăварать, тивĕçлипе пăхмасть.
Ку амăшĕсене пурне те административлă явап тыттарнă, район администрацийĕн çула çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче пăхса тухнă.
Кунашкал чуна ыраттаракан фактсене татах та илсе кăтартма пулать. Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ырă мар хăтланкаларăшĕпе ачасен пурнăçĕшĕн тата сывлăхĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать, ачан аталанăвĕ çине япăх витĕм кÿрет. Шел те, нумай чухне кĕçĕннисем ашшĕпе амăшĕ е амăшĕпе пĕрле пурăнаканĕпе вăрçнине, вĕсен чунсăрлăхне курса ÿсеççĕ, инкек кураççĕ.
Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне çула çитмен ачасем инкеке лекни тĕлĕшпе 11 преступлени пулнă, РФ Уголовлă кодексĕн 116-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе уголовлă ĕçсем пуçарнă.
Ачин пурнăçĕшĕн амăшĕ яваплă! Ачасем пирĕн хÿтлĕхе, ачашлăха, чи кирли – амăшĕн юратăвне кĕтеççĕ! Ачана телейсĕр ан тăвăр!
Т.МАСЛЕННИКОВА,
çула çитмен ачасемпе ĕçлекен инспектор.