16 мая 2015 г.
Вăрнар район прокуратурине килнĕ пĕлтерÿ тăрăх Вăрнарти тĕп больницăн врач комиссийĕн ĕçне-хĕлне йĕркелекен саккунсене пăхăннине тĕрĕсленĕ.
РФ Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин хушăвĕпе çирĕплетнĕ Йĕркен 4-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн, граждансене медицина реабилитацине тата санаторипе курорт сиплевне яма медицина сăлтавĕсем пурри-çукки е юраманни çинчен пĕтĕмлетÿ тăвасси врач комиссийĕн полномочийĕ шутне кĕрет.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче палăртнă тăрăх, пĕр пациенткăна вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмри социаллă тивĕçтерÿ кирли çинчен пĕтĕмлетÿ хатĕрлесе панă, унта врач комиссине кĕрекен тухтăр алă пусни пур. Анчах медицина учрежденийĕн тĕп врачĕн хушăвĕнчен тата ĕç вăхăчĕн учечĕн табелĕнчен паллă: справкăна панă вăхăтра ку врач ĕçлемен, хушма отпускра пулнă. Ăна отпускран чĕнсе илсе ĕçе кăларни çинчен нимĕнле официаллă документ та çук. Çавăн пекех ку пациент тĕлĕшпе врач комиссийĕн ларăвне вуçех ирттерменни те палăрнă.
Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх Вăрнарти тĕп больницăн тĕп врачĕ ячĕпе представлени тăратнă.
Л.СПИРИДОНОВА,
район прокурорĕн заместителĕ.