16 мая 2015 г.
Пĕлтĕр Раççей Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕн сотрудникĕсем ăс-хакăл харпăрлăхĕн прависене пăснă тĕслĕхсемпе уголовлă ĕçсене судсене виçĕмçулхинчен ытларах ярса панă. Пĕтĕмпе ку ушкăнри преступленисемпе следовательсем вунă уголовлă ĕç пуçарнă, кăçал – виççĕ.
Ку преступленилле ĕçсем пирки автор прависен хуçисене пĕлтĕр пĕтĕмĕшле 3,5 миллион ытла тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ, 2013 çулта – 3,4 миллион тенкĕ енне. Кăçал пуçарнă уголовлă ĕçсемпе тăкак 800 пин ытла тенкĕпе танлашать.
Следовательсем кăçал тата пĕлтĕр тишкернĕ преступленисене илес-тĕк, уйрăм предпринимательсемпе коммерци организацийĕсен ертÿçисем предприниматель ĕçĕ-хĕлĕнче контрафактлă бухгалтер тата конструктор программа тивĕçтерĕвĕсемпе усă курни анлă сарăлнă. Кунашкал тĕслĕхсене Патăрьел, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка тата Шупашкар районĕсенче, Шупашкарпа Канаш хулисенче тупса палăртнă. Сăмах май, унчченхи çулсенче контрафактлă аудио тата видеопродукцие саракан предпринимательсем уголовлă явап тытни ытларах пулнă-тăк, халĕ компьютер программисемпе саккунсăр усă куракансем пирки материалсем ытларах.
Асăрхаттаратпăр, ăс-хакăл харпăрлăхĕн прависен хÿтĕлевĕн сферинчи преступленишĕн уголовлă явап тытнипе кăна хăтăлаймастăн, айăпланаканран тăкак суммине те шыраса илме пултараççĕ. Ку хисепсем вара питĕ пысăк.