16 мая 2015 г.
Вăрнар район сучĕ пĕлтĕрхи июлĕн 28-мĕшĕнче Мăн Явăшра пулса иртнĕ тискер преступлени тĕлĕшпе айăплав приговорĕ кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн, 65-ри арçынна ирсĕрле вĕлернĕ 28-ти çамрăка 8,5 çуллăха ирĕкрен хăтарнă.
Çак вăхăта унăн çирĕп режимлă колонире ирттерме тивет.
Уголовлă ĕç материалĕсем тăрăх, пĕлтĕрхи июлĕн 29-мĕшĕнче Мăн Явăшри пĕр çуртра кил хуçин виллине тупнă, унăн пуçĕпе кĕлетки çинче тĕрлĕрен хăрушă сурансем пулнă. Киревсĕр ĕçе тăвакана шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсемпе Çĕмĕрлери следстви пайĕн следователĕсем пĕрле хăвăртах палăртнă. Вăл – юнашарти Уйкас Явăшра пурăнакан, ниçта та ĕçлемен 28-ти çамрăк.
Следствипе суд палăртнă тăрăх, унчченхи каçхине вăл, ÿсĕрскер, амăшне шыраса 65-ри арçын патне килнĕ. Кунта вăл кил хуçипе ятлаçма-вăрçăнма пуçланă, каярахпа патакпа çапса, урапа тапса суранлатнă, кунсăр пуçне металл пралукпа тискеррĕн хĕненĕ.
Хамăр инф.