Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрлĕ Çăлтăр орденне алла илеймен

08 мая 2015 г.

Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ умĕн район хаçатне хăйсен тăванĕсен вăрçăри паттăрлăхĕ пирки чылай статья килчĕ. Ачисем, мăнукĕсем çывăх çыннисен фронтри кун-çулĕ урлă ыттисен чунĕсенче те патриотлăх туйăмĕ вăратасшăн.

Алла Мăньял Хапăсра çуралса ÿснĕ Федор Прокопьевич Миговаровăн докуменчĕсем лекрĕç. 1910 çулта çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ çĕрпе вăйлă ĕçленĕ, лаша, ĕне, сыснасем тытнă.

Федор Прокопьевич 1932 çулта Мускаври вăрман институчĕн Чăваш индустрипе техника рабфакне пĕтерсе вăтам пĕлÿ илнĕ.

Вунултă çултанпа «Волонтер» ял хуçалăх коммунинче конюхра тăрăшнă. Рабфакран вĕренсе тухсан вара Çĕмĕрлери комбинатăн ФЗУ шкулĕнче преподавательте тимлеме тытăннă. 1933 – 1935 çулсенче Инçет Хĕвелтухăçĕнче кавалери полкĕнче службăра тăнă. Хыççăн Мускаври педагогика институтне пĕтерсен ăна ВЛКСМ Чăваш обкомĕн аппаратне инструктора илнĕ. Темиçе уйăхранах Куславкка районĕнчи ВЛКСМ райкомĕн секретарьне суйланă. Çарта тăнă, ĕçленĕ вăхăтра сумлă наградăсене чылай тивĕçнĕ.

1939 çулта институтран вĕренсе тухсан Федор Прокопьевича Чăваш АССР халăха вĕрентес ĕç комитечĕн хушăвĕпе Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпари вăтам шкул директорне уйăрнă. 1941 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕччен, фронта иличчен, кăтартуллă тимленĕ вăл, депутат пулнă, лекцисем вуланă.

Пирĕн ентеш Белов генерал-лейтенант ертсе пыракан 50-мĕш армин лаша корпусне лекнĕ. Ун йышĕнче Малоярославец çывăхĕнче, Юхнов хулашăн Заячья ту çинче çапăçнă. 1942 çулхи мартра аманнă. Калугăри госпитальте виçĕ уйăх сипленнĕ хыççăн Бердичеври 2-мĕш пехота училищинче вĕреннĕ. Унтан каллех фронта. 1943 çулхи декабрьччен Миговаров гварди аслă лейтенант пулемет взвочĕн командирĕ, рота командирĕ пулса çапăçнă. Декабрĕн 9-мĕшĕнче вăйлă аманнă.

Федор Прокопьевич Хĕвеланăç, Çурçĕр Хĕвелтухăç, Воронеж, 1-мĕш Украина, 1-мĕш Прибалтика фрончĕсен йышĕнче тăнă.

Интернетри «Подвиг народа» сайтра ентеше Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чыслама тăратнă награда хутне тупма май килчĕ. Унта илсе кăтартнă эпизода, тен, тăванĕсем те пĕлмеççĕ. «Федор Прокопьевич Миговаров гварди аслă лейтенант Угце шывĕ çинче нимĕçсен оборонине аркатассипе пынă çапăçура пулемет ротине ертсе пынă, пехотăна малалла куçассине тивĕçтернĕ. Вăл команда пунктĕнче пулнă вăхăтра тăшман минометран çунтарма тытăннă. Аслă лейтенант вăйлă аманнă, снаряд ванчăкĕ унăн сылтăм чĕркуççине çĕмĕрнĕ. Ф.П.Миговаров юлташ фронтра икĕ çул пулнă, хăйне Хĕрлĕ Çарăн хăюллă, йышăнусем тума пултаракан офицерĕ пек кăтартнă. Вăл правительство наградине – Хĕрлĕ Çăлтăр орденне илме тивĕç».

Федор Миговарова вăрçăри паттăрлăхшăн II степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕпе, «Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе наградăланă. «Отличный пулеметчик» паллăна тивĕçнĕ. Шел, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне алра тытса курайман. 1946 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнче алă пуснă награда паттăр патне вилнĕ хыççăн çеç çитнĕ. Ф.П.Миговаров пурнăçран 1980 çулта уйрăлнă. Вăрçă хыççăн Çарăклăра ĕçлесе пурăннă.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика