08 мая 2015 г.
Хаяр вăрçă Ваççашăн вун çиччĕрех пуçланнă. 1943 çулхи январĕн 9-мĕшĕнче ăна килтен самай ватăлнă ашшĕ-амăшĕ, шăлнĕ тата йăмăкĕсем ăсатнă. Кăштах çар курсĕнче туптаннă Василий Павлов Горький хулинчи 90-мĕш зенитлă артиллери полкне лекнĕ. «Вунă кун хушши бомбăсем пирĕн çине вĕçĕмсĕр тăкăннине манаймастăп, – тесе асилет. – Çĕрле те кăнтăрлахи пек çутăччĕ – хуть те кĕнеке вула. Вут тивертекен бомбăсемпе хăшкăлтаратчĕç. Дивизионран чĕррĕн 8-ăн çеç тăрса юлтăмăр».
Апатсăр, çимеллисĕр хăврăлнисем тăтăшах пулнă. Хăш-пĕри тупăри откат тормозне глицерина шывпа хушса ĕçнĕ. Сало, консерва пире хĕрĕх тăваттăмĕш çулта тин леккеленĕ, тет ун чухнехи салтак.
Смоленскпа Белоруссири Полоцк тĕлнелле çитнĕ вăхăталла Павловсен полкĕ Америкăра туса кăларнă 40 миллиметрлă тупăсемпе хĕçпăшалланнă. Литвара, Латвире, Эстонире çакнашкал артиллерипе çапăçнă. Балти тăрăхĕнчи çапăçура аманнă В.Павлова киле яма палăртнă, анчах вăл хăйне фронтрах хăварма тархасланă. 2-мĕш ушкăнри инвалид тăван çĕршывне 1948 çулта тин çаврăнса çитнĕ.
– Мирлĕ фронтра çул-йĕр десятникĕ, прораб, продавец – такам та пултăм, потребкоопераци тытăмне çаврăнса тухрăм, мăшăрăма Федора Александровнăна та суту-илÿре ĕçлеме явăçтартăм, – тет Василий Павлович. Вăл Вăрнарта пурте пĕлнĕ 10-мĕш тенĕ магазинта тăнă (хальхи вывескипе «Сельхозпродукты» ятлă).
Чăваш енрен вĕсем пĕр полкра çиччĕн çапăçнă. Чылай çул хушши туссем пĕр-пĕринпе тĕл пулкаланă. Анчах вăрçăри суранне тепĕр хут амантса тапратнă хыççăн В.Павлов чылайранпа урама тухса çÿреймест. «За отвагу», «За боевые заслуги» медалĕсен удостоверенийĕсене, «Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнă май» тесе хăй ячĕпе çырнă хитре сехетне, Çĕнтерĕвĕн юбилейлă медалĕсене кăтартать. Апрелĕн 9-мĕшĕнче 90 çул тултарнă май Василий Павлович Павлова Калинино райповĕн коллективĕ ячĕпе профком председателĕ Екатерина Никитина саламларĕ.
М.ВАСИЛЬЕВ.