Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анне ĕсĕкле-ĕсĕкле макăратчĕ…

08 мая 2015 г.

Петя пичче ашшĕне астăваймасть, ашшĕ вăрçа тухса кайнă чух вăл пĕчĕк çеç ача пулнă. Ăсатнă вăхăтри сăмахĕсем: «Вăрçă хирĕнчен тăшмана аркатса çĕнтерÿпе ырă-сывă таврăнсан, сире, аппупа иксĕре, аннÿпе пĕрле юратса, ăс парса ÿстерĕпĕр...» Анчах Платон Петрович Петрова тăван ялне таврăнма пÿрмен. Вăтăр тăваттăрах вăл пĕр хаяр çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă. Чĕри мĕнле чăтнă-ши мăшăрĕн; Халăхпа пĕрле кунне-çĕрне пĕлмесĕр хăйне майлă фронтра – уй-хирте тăрăшнă Петя амăшĕ. Чăтнă. Тÿснĕ. Çĕн Кипекрен, пĕчĕк çеç ялтан, вăрçа 80 çын ăсатнă. 42 паттăр каялла таврăнайман. Петя пиччен ашшĕ те вĕсен шутĕнче.

Мулакасси Мăратра Микеевсен ашшĕ – Александр – вăрçă хирĕнче выртса юлнă, ывăлĕ Ваççа 5 çул çапăçсан яла çĕнтерÿпе таврăннă. Çамрăк каччă пĕлеймен пуль çав ял хĕрачи Кавĕрле Саньккипе туслă пулнине. Ик-виç каç хĕрпе пĕрене çинче юмахласа ларать. Çавăншăн Кавĕрле Санькки Ваççука кĕвĕçсе çĕçĕпе чикет. Нимĕçе парăнтарнă салтак тăван ялта тухтăр çитиччен вилсе каять. Вăт мĕнлерех шăпа...

Тĕрме алăкĕ уçăлать, çăва хапхи уçăлмасть, тенĕ... Çав тискер чун тĕрмерен ларса тухрĕ, чылай çул пурăнчĕ. Турă çын çуралсанах ун кун-çулне тÿрех çырать, теççĕ. Пире, аккапа иксĕмĕре, аттесĕр ÿсмелле çырчĕ-ши; Паянхи куна хам 75-ре, акка ку тĕнчерен уйрăлса кайнăранпа виçĕ çул. Анне 75 çула кайса аттене кĕтсе пурăнса вилсе кайрĕ. Урăх арçын тупса пире аçа çури аттепе ÿстерес темен. Аттепе анне пĕчĕкренех пĕрле выляса ÿснĕ, выçлăх вăхăтсене чăтса ирттернĕ. Хĕрпе каччă пÿне çитсен атте аннене кÿршĕрен хăйсем патне илсе каçнă. Пĕрле çĕнĕ пурнăç пуçланă, колхоза кĕнĕ, кил-çурт çавăрнă, ача-пăчаллă пулнă. Çук, ĕмĕре пĕрле ирттреме пÿрмен хаяр вăрçă. Ачаран ас тума тытăннăранпа анне аттешĕн кашни çуркунне майăн 9-мĕшĕнче Турă кĕтессине çурта çутатчĕ, çатма икерчи пĕçеретчĕ, чĕркуçленсе ларатчĕ те ĕсĕкле-ĕсĕкле аттене асăнатчĕ. «Аçу мĕн пек маттурччĕ, ăстаччĕ, сире питĕ юрататчĕ, мĕн пек ĕмĕтленеттĕмĕрччĕ эпир аçупа», – тесе йĕретчĕ. «Каснă-лартнă аçу сăнлĕ ÿсрĕн, ачам, аçу ятне ан яр, аçун йăхне малалла тăс, ывăлăм, эп тек нумай пурăнаймăп, аçуна кĕте-кĕтех ватăлтăм, кĕтсе илеймерĕм, аçу вăрçăран таврăнаймарĕ», – тесе пил парса хăварсах куçне ĕмĕрлĕхе хупрĕ анне. Атте çукшăн нимĕнле çăмăллăх та курса ÿсмелле пулмарĕ. Пĕр вăхăт, камăн ашшĕ, кам çав килтен вăрçа кайса вилнĕ, çавсенне ял Советĕнче хуçалăхран çĕр налукне каçарттарчĕç, анчах ăна та пăрахăçларĕç. Вăрçă ачисемшĕн çÿлти тÿре-шара нимĕн те йышăнасшăн мар. Юлашкинчен мĕн калам: эпир курнине ыттисем ан курччĕрех, тăнăç пурнăçпах ĕмĕре ирттересчĕ.

А.ПЕСКОВА.

Пăваяль.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика