08 мая 2015 г.
1944 çулта Аслă Главнокомандующи пуçарнипе Баренцпа Хура тинĕс анлăшĕнчен тытăнса стратегилле Вунă тапăну операцийĕ ирттерме йышăннă. Тăшмана сасартăк тата умлăн-хыçлăн тапăнма палăртнă. Пирвайхи операципе Ленинградпа Новгород облаçĕсене тата Эстонин пĕр пайне ирĕке кăларнă. Иккĕмĕшне Корсунь-Шевченковски операцийĕ тенĕ, сылтăм ен Украинăна тăшманран тасатнă. Виççĕмĕш тапăнупа («Третий удар» кинофильм та пурччĕ) апрель – май уйăхĕсенче Кăнтăрта фашистсене Одессăран, Севастопольтен, Крым çурутравĕнчен хăваласа кăларнă. Тăваттăмĕш çурçĕрте июнь уйăхĕнче иртнĕ, Карелие ирĕке кăларнă. Пиллĕкмĕш тапăнупа («Багратион» операци, июнь – август) Белоруссие, Литвана, Тухăç ен Польшăна тасатнă. Ултăмăшĕпе августра çапăçса Висла урлă каçнă, Берлин енне наступлени тума плацдарм хатĕрленĕ. Çиччĕмĕшпе (августри Кишинев – Яссы операцийĕ) Молдовие ирĕке кăларнă, Румынипе Болгарие вăрçăран хăйпăтнă. Саккăрмĕш операципе кĕркунне Эстонипе Латвирен гитлеровецсене каялла тăнчах хÿтернĕ, Финляндипе мирлĕ килĕшÿ тунă. Октябрь – декабрь уйăхĕсенче наступленипе Венгрие çитсе тухнă. Тăххăрмĕш тапăнупа Германин юлашки сателлитне пÿлсе лартнă, югославсене Белграда фашистсенчен туртса илме пулăшнă. Юлашки – 10-мĕш операци октябрьте Çурçĕрте иртнĕ, Совет çĕршывĕн Поляр унки леш енчи çĕрĕсене тата Норвегин çурçĕр-хĕвелтухăç пайне тăшманран тасатнă.