08 мая 2015 г.
Пирĕн атте, Митрофан Николаевич Лавров (Николаев), вăрçăри событисем çинчен ятарласа ыйтсан та, хăй çĕре кĕричченех, ытла пит каласа кăтартасшăн пулмарĕ. «Ак, Морзе азбукине вĕренĕр!» текелетчĕ – вăл радиоротăри аслă телеграфист пулнă.
Атте 1922 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче Ярмушкара çуралнă. Çемйинче вĕсен виçĕ ывăлпа пĕр хĕр ÿснĕ. Виçĕ ывăлĕ те – Мирун, Кирук, Митя (ман атте) вăрçа хутшăнса тăшманпа тĕрлĕ фронтра çапăçнă. Атте, М.Лавров сержант, 1942 çулхи февралĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа Дон фрончĕпе (1942 ç.) 2-мĕшпе 3-мĕш Украина фрончĕсенче (1943, август – 1944, сентябрь) пулнă. Ăна «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн», «Будапешта илнĕшĕн», «Венăна илнĕшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă. Атте тăван киле 1946 çулхи октябрĕн 22-мĕшĕнче çаврăнса çитнĕ. Нумай çул хушши «Гвардеец» колхозра бухгалтерта ĕçлерĕ. Аттепе анне 5 хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Атте 70 çула яхăн пурăнса 1992 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче çĕре кĕчĕ.
Вăрçăран Тăван çĕршывне таврăнма шăпи пÿрнĕ Мирон Николаевич нумай çул хушши ялта почтальонра çÿрерĕ. Кирилл Николаевич Лавров 1942 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче Калуга облаçĕнчи Извольск сали патĕнче тăшманпа тытăçса пуçне хунă. Çакна К.Лавровăн мăнукĕ, Мускавра пурăнакан Николай Александрович Дютин шыраса тупнă. Пĕр вăхăтра вилнисем К.Н.Лавровпа пĕрле пирĕн районтан пиллĕкĕн пулнă. Çав шутра – Никита Ефремович Ефремов (Пуканкассинчен), Ананий Иванович Шурбов (Малти Кăкшăмран), Николай Алексеевич Хурасев (Айкăшран), Федор Егорович Егоров (Юнтапаран). Çак пилĕк салтак ячĕпе Николай Александрович ятарласа палăк туса лартнă, Кирилл Николаевич вил тăприне вара тăван Ярмушкана илсе çитерчĕ.
Л.ПЕТРОВА,
Митрофан Николаевич хĕрĕ.