Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăр хакĕ…

08 мая 2015 г.

Вăрçă чарăннăранпа 70 çул çывхарнă май пуçа тĕрлĕрен шухăшсем пырса кĕреççĕ. Йывăр ачалăх аса килет. Пире, вăрçă хыççăнах çуралнисене, унăн хăрушла синкерлĕхне курма-туйма тÿр килмерĕ пулин те, çав тискер вăрçăн ахрăмĕ хытах пырса тиврĕ çамрăк чун-чĕресене.

Ытла та йывăр иртрĕ пирĕн ачалăх. Чылай чухне çăкăрсăр лараттăмăр. Алла çăкăр лексен, аннерен çу сĕрсе пама ыйтаттăмччĕ. Килте çăвĕ пур пулин те, пирĕн ăна çиме юрамастчĕ. Патшалăха парса татмалла пулнă. Сĕт-çăвĕ, çăмарти, сурăх çăмĕ тата ытти те ăсаннă.

Виçĕ çул шкула çăпатапа чупрăм. 4-мĕш класа куçсан, вĕр çĕнĕ резина атă туянса пачĕç. Ку ман пурнăçри ниçта шăнăçайми пĕрремĕш савăнăç, телей пулчĕ. Атта ураран та хывмастăмччĕ, ăна сурчăкпа тасатсах тăраттăмччĕ, каçхине лайăх çуса типĕтнĕ хыççăн çывăрма юнашар вырттараттăм. Пукане вырăнне пулнă пуль вăл ман. Пукане таврашне алла тытса кураймасăрах çитĕнтĕмĕр çав. Тепĕр çур çултан Ачча пасарĕнчен унтан та кунтан сапласа пĕтернĕ тĕпленĕ çăматă туянса пачĕç. Çакăнтан ытла пысăк савăнăç çинчен ĕмĕтленме те пултарайман эпĕ, çăпата кантрисене çыхса-салтса ывăннă шăпăрлан!

Кашни мăнкун тĕлне анне пире валли виçĕ çĕнĕ кĕпе çĕлесе хатĕрлетчĕ. Ача ачах ĕнтĕ. Хырăм выçнине мансах, кунĕпех уçă сывлăшра вылянă, кулнă, савăннă. Шкула çÿреме пуçласан, çапларах юрăсем шăрантараттăмăр:

Пурăнмашкăн пурнăç тулăх,

Юрлама та пит аван...

Хамăрăн вара хырăмсем выçăпа пакăртататчĕç, çире саплăклă кĕпесемччĕ, урара – çăпата.

Çуркунне, юр кайса пĕтсе çĕр кăштах ăшăнсанах, урама çара уран тухма атте-аннесенчен анратсах ирĕк ыйтаттăмăр. Мĕн кĕркуннечченех çарран чупаттăмăр, уй-хир, Çавал тăрăх. Пулă, вĕлтрен-серте, кăмпа-çырла çисе ÿснĕ.

Ачалăхри пĕр кун ман асăма ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă. Пĕр çуллахи кун (ун чухне эпĕ 6–7 çулсенче пулнă пулмалла) анне мана ирех тăратрĕ те, апат çисе тăмасăрах, Вăрнара çăкăр илме тухса утрăмăр. Çăкăра ун чухне лашапа, урапа çине пысăк йывăç ещĕк лартса турттаратчĕç. Вăрнара çитрĕмĕр хайхи. Хăш лавккана çăкăр илсе каяссине пĕлсен, халăх ушкăнĕ, пушар сÿнтерме чупнă евĕр, урам тăрăх чупать. 3–4 лавккана çитсен те, çăкăрлă пулаймарăмăр. Кун каç еннелле сулăнчĕ. «МТС лавккине илсе кайрĕç!» – кăшкăрчĕ тахăшĕ. Выçă çынсен ушкăнĕ поселок хĕрринелле, çурçĕр енне, ыткăнчĕ. Эпир те аннепе иксĕмĕр çынсенчен юлмастпăр. Çав тери пĕчĕк те тăвăр лавккана хĕсĕнкелесе кĕтĕмĕр. Кунта çаврăнкалама та, сывлама та çук. Пурте сутă сĕтелĕ еннелле ăнтăлаççĕ, кăшкăраççĕ, ятлаçаççĕ, макăракансем те пур. Милиционер халăха йĕркене кĕртесшĕн ăшталанать. Ăçта унта; Выçă халăха мĕнле вăй тытса чартăр! Çăкăра алла ярса илме пултарнисем каллех инкеке лекеççĕ: каялла ниепле те тухма пултараймаççĕ. Халăх урса кайнă тейĕн. Кам та пулсан ÿкес пулсан, ним иккĕленмелли те çук: çавăнтах таптаса вĕлереççĕ. Çăкăр пĕтрĕ. Пушă алăсемпех тухрăмăр лавккаран. Килелле утатпăр. Пĕр чĕптĕм вăй та çук. Сасартăк сăмсана тин çеç кăмакаран пиçсе тухнă кукăль шăрши пырса кăтăкларĕ. Пире хирĕç пĕр арçын лашапа килет, урапа çинче – пĕчĕк кукăльсем хунă тимĕр курупкасем. Кукăльсене магазина сутма леçет пулмалла. Анне лавçăран икĕ кукăльне сутма ыйтрĕ. Арçын итлесшĕн те мар. «Юрамасть. Мана уншăн хупса лартма пултараççĕ», – тет. Анне вара лав умне чĕркуçленчĕ те макăрса тархасларĕ: «Ача паян нимĕн те çимен. Киле утса çитеймест, 9 çухрăм утмалла». Çын хĕрхенчĕ. Йĕркене пăссах, икĕ кукăль тыттарчĕ. Анне ăна чунтанах тав турĕ. Çул хĕррине ларса апатланма пуçларăмăр.

Çул çинче анне мана çăкăрпа çыхăннă пĕр пулăм çинчен каласа пачĕ. Вăрçă вăхăтĕнче вăл тем ĕçпе кÿрше каçнă.

– Пÿрте кĕтĕм те пÿлĕмри шăплăхран хăраса кайрăм. Тĕпелелле иртрĕм те куратăп: саксем çинче кÿршĕсен виçĕ ачи, 3–7 çулхискерсем, ним хускалмасăр, вилнĕ пек, выртаççĕ. Куçĕсем çеç ачасем чĕрри çинчен пĕлтереççĕ, анчах вĕсем те питĕ тĕксĕм, имшер, сÿрĕккĕн пăхаççĕ. «Мĕн пулнă сире;» – тетĕп. Пĕри те хирĕç чĕнмеççĕ. Ăнланса илтĕм: ачасем выçă. Ашшĕ-амăшĕ ĕçре, килте çимелли нимĕн те çук. Эп ун чухне тем сăлтавпа ĕçе кайманччĕ, çăкăр пĕçернĕччĕ. Ачасене пĕрер пысăк чĕл кайса патăм. Кăшт вăхăт иртсен, илтетĕп: ачасем пÿртре кăшкăрашма, чупма, выляма пуçларĕç – урамранах илтĕнет, – аса илчĕ анне. Ку ман асăма ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлчĕ.

Вăрçă ачисен пурнăçĕ çинчен каласа панисем хальхи çамрăксемшĕн юмах пек туйăнаççĕ ĕнтĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче эпир канхвет-печени йышши пылак çимĕçсене тутанса та курман. Темлерен пĕрре мунча хыççăн кăн-кăвак тĕслĕ пысăк сахăр катăкĕсене атте мăлатукпа катса пире чей ĕçме валеçсе паратчĕ. Мĕн тери савăнаттăмăрччĕ уншăн.

Халĕ ĕненмелле те мар пек, эпĕ педучилищĕне вĕренме фуфайкăпа, йÿнĕ çитсăран çĕленĕ чечеклĕ кĕпепе кайрăм. Студентсем пурте пекех çавăн йышши тумтирсемпеччĕ ун чухне. Эпир, камăн ашшĕсем вăрçăран тĕрĕс-тĕкел таврăннă, çапах та питех аптраман, нумайăшĕ вĕренсе тухса çын пулма пултарнă. Вăрçăра ашшĕсем вилсе тăлăха тăрса юлнă ачасен пурнăçĕ вара чăн-чăн тамăках пулнă.

Хальхи пурнăçа хурлатпăр хăш чухне. Вăрçă хыççăнхи йывăр пурнăçпа танлаштарсан, эпир халĕ çăтмахра пурăнатпăр. Атте-аннене чĕртсе тăратса кăтартăттăм паянхи ырă пурнăçа. Яланах сĕтел çинче çăкăр пурри – чăн-чăн телей мар-и вара; Мĕн çиес-ĕçес килет, мĕн тăхăнас килет – пурте пур. Пенси укçине киле килсех тата вăхăтра парса тăраççĕ. Ма пурăнас мар; Пурăнасчĕ-ха, тăван, пурăнасчĕ... Вăрçă кăна ан пултăр.

О.КОРОТКОВА.

Çĕн Мĕлĕш.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика