Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Герой патне Çăлтăрĕ çитеймен…

08 мая 2015 г.

Герой патне Çăлтăрĕ çитеймен…

Награда хутĕнчен: «1945 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнче, Австрири Дрейштеттен чукун çулĕпе шоссе узелĕшĕн çапăçнă вăхăтра, тăшман хаяррăн контратакăна çĕкленет. Лару-тăру хăрушшăн тăвăлса çитнĕ çав самантра Гаврилов юлташ, стрелоксен 7-мĕш ротин 1-мĕшпе 3-мĕш взвочĕсен команидирĕсем стройран тухнине кура, вĕсем вырăнне хăйĕн пуçарăвĕпе тăрса, взводсенчен чĕрĕ-сывă тăрса юлнă боецсемпе оборона йышăнать. Нимĕçсен контратакисене çапла майпа тăватă хутчен сире-сире ывăтаççĕ. Тытăçура тăшманăн 56 салтакĕпе офицерне тĕп тунă. Гаврилов юлташ кунпа çырлахмасть-ха, «Тăван çĕршывшăн! Сталиншăн!» тесе кăшкăрса, боецсен ушкăнне атакăна кĕме çĕнĕрен хавхалантарать, ротăпа пысăк ăсталăхпа командăлама пултарнине кăтартса парать. Ку хутĕнче тарма пикеннĕ 32 гитлеровеца персе пăрахнă, вĕсен бронетранспортерне сывлăша сирпĕтнĕ.

Пулемет ротин командирĕ батальонсен подразделенийĕсене наступленире ăнăçлă хÿтĕленĕ. Вăл пуçаруллă, ăслайлă пулнипе пулеметсене вут-хĕм айĕн те çийĕнчех юсама пултарнă. Гаврилов юлташăн роти кирек мĕнле задание те питĕ лайăх пурнăçлама пĕлет, атакăсенче тăшманăн 200 салтакĕпе офицерне пĕтернĕ. Ротăра пурте – 100 проценчĕпех – правительство наградисене тивĕçнĕ боецсем. Гавриловăн хăйĕн «личнăй счечĕ» çинче тăшманăн 16 салтакĕпе пĕр офицерĕ çырăннă».

Юлашки йĕркесене вырăслах хăвармалла пуль: «За личную инициативу, находчивость и умение командовать ротой в бою и героизм, проявленный в боях с немецкими захватчиками товарищ Гаврилов достоин присвоения звания «Герой Советского Союза». Командир 300-го гвардейского стрелкового полка Гвардии полковник Данилов. 20 апреля 1945 г.» Заключение вышестоящих начальников: «Достоин присвоения звания «Герой Советского Союза» – командир 99 Гвардейской стрелковой Свирской дивизии гвардии генерал-майор Блажевич. 22 апреля 1945 г.». Заключение Военного Совета Армии: «Достоин награждения орденом Красного Знамени». Командующий 9-ой Гвардейской Армией Герой Советского Союза гвардии генерал-полковник Глаголев. Член Военного Совета 9-ой Гвардейской Армии гвардии генерал-лейтенант Громов».

Вăт – çавăн пек те пулкаланă. Арми командующийĕпе Военсовет тĕлне çитсен «Совет Союзĕн Геройĕ» ята илме тăратнă Иван Ильич Ильинпа (Упнер) Василий Федотович Федотова та (Вăрманкас) çав ята пама юлашкинчен алă пусман, Геройăн Ылтăн Çăлтăрне çавăн хыççăнхи орденпа ылмаштарнă. Вăрçă кĕçех вĕçленет, Гаврилов- Герой ĕнтĕ çур çул хушши эвакогоспитальте выртать – сывалĕ те орденпа та çырлахĕ, тенĕ пуль...

Хĕрлĕ Çарта Илья Гаврилович 1940 çултанпа тăнă. 1941 – 1945 çулсенче фашистсен эшкерĕпе Ленингард, Прибалтика, Карели тата 3-мĕш Украина фрончĕсенче çапăçнă. Свири юханшывĕ урлă каçса тата Балатон кÿлли патĕнче çапăçса паттăрлăх кăтартнăшăн ăна медальсемпе наградăланă. 1945 çулхи март уйăхĕнче И.Гаврилов нимĕçсен полк штабĕн начальникне тата батальон командирне тыткăна лектернĕ. Çÿлерех асăннă Дрейштеттен хули патĕнче тăваттăмĕш хут йывăр аманман пулсан пулемет ротин командирĕ гварди лейтенанчĕ И.Г.Гаврилов Берлина та çитнĕ пулĕччĕ.

Вăрнарсем Илья Гавриловича лайăх астума кирлĕ. Пирĕн патра çирĕм çула яхăн районти халăх сучĕн судйинче ĕçлерĕ. Халăх сучĕ, халăх судйи теттĕмĕр те, пирĕн вăхăтра судьяна та сума суса хисепленĕ. Çав тери сăпайлă, çав тери ĕçчен, çав териех тÿрĕ-тĕрĕс кăмăллă, ырă çынччĕ. Айăпа кĕнĕ çынпа ун хушшинче нихăçан та тĕпсĕр çырма е каçса-каçайми хÿме тăман, ĕçе тĕппин тĕпчесе суд тумасăр никама та япăх çын (преступник) тесе шутламан вăл. Пĕрле ĕçленĕ Николай Степанович Орловпа иккĕшĕ çÿллĕ пĕр шайри профессионал-судьясем, халăх юратнă кирлĕ çынсем пулчĕç. 1976 çулта пенсие тухса 60 урлă каçнă ветеран суту-илÿпе хатĕрлев базинче юлташла суд председателĕ, райĕçтăвком çумĕнчи адмкомисси членĕ, районти халăх сучĕн заседателĕ пулчĕ.

М.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика