08 мая 2015 г.
Манăн, Ярмушка ял поселенийĕнче çарпа учет инспекторĕнче ĕçленĕ май, юлашки çулсенче Пуканкассинче хĕрĕпе кĕрÿшĕ патĕнче пурăнакан салтак арăмĕпе Татьяна Яковлевна Яковлевапа тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Кил хушшинче чăхсемпе тĕрмешетчĕ. Сăмах хушсан сывлăх сунса пÿрте кĕме сĕнче. 93 çула çитнĕ пулин те, чипер тăнпа калаçать Татьян аппа. – Нушине пайтах куртăм, шутламан çак çула çитеп тесе. Пуçра ялан ман макăрса ларма юрамасть, мана пулăшакан çук, хăманах виличчен малалла талпăнмалла, ачасене ура çине тăратмалла, тесе шутлаттăм. Ир тăрсан та, каç выртсан та пуçран çак шухăш кайман.
– Эсир хăш ял хĕрĕ пулнă; – ыйтатăп аппаран.
– Эпĕ Элĕк районĕнчи Ехремкасси ялĕнче 1922 çулта çуралнă. Чиркÿ шкулĕнче 4 çул вĕреннĕ. Ун хыççăн мана атте çилумпах Ассакасси шкулне ячĕ. Хыççăн юлташ хĕрпе Канаша вăтам специалистсем хатĕрлекен шкула кайрăмăр. Çăпатапа, халатпа, çын патĕнче выçăлла-тутăлла пурăнтăмăр...
Канашра вĕреннĕ вăхăтра Ярмушка каччипе Иллирион Сергеевич Отрывановпа (Лариванпа) паллашнă-мĕн. Вăл кĕçĕн агрономсем хатĕрлекен группăра вĕреннĕ. Хĕл каçнă тĕле вăрçă тухнă. Арçын ачасене тÿрех вăрçа илсе кайнă. 1942 çулхи август уйăхĕнче Ларивана та салтака кайма повестка панă. «Эпĕ те арçынсем пекех тутăр вĕçтерсех салтак чупрăм», – тет Татьяна. Вăл Шупашкарта 320-мĕш номерлĕ завода лекнĕ, снарядсем тунă. «Секретлă цех» шутланнă вăл.
Кĕркунне. Çумăр çăвать. Çипуç тăрлавĕ çук. Завод сарайĕн тăрри шăтăк. Кунне пĕрре апат çитернĕ. 200-шер грамм çăкăр панă. Ирлĕ-каçлă харпăр хăй пĕçернĕ. Кăнтăрла снаряд тунă, каçхине вара çав снарядсен ещĕкĕсене вагонсене тиенĕ.
– 1945 çулта вăрçă чарăнсан Шупашкартан киле Ехремкассине çурран утса çитрĕм, – калавне тăсрĕ Татьяна Яковлевна. Кайран тепĕр икĕ çуллăха çак заводах каялла таврăнтăм. Пурнăç юсанчĕ. Ман пуçран çаплипех Ярмушка каччи Лариван тухмасть: ăна шыраса тупмаллах. 1948 çулта заводран пăрахса килтĕм. Ярасшăн пулмарĕç, çилум килтĕм. ,лĕк хальхи пек мар, çыхăну тупма çук. Çулталăк иртрĕ, вăтанчăкрах пултăм пуль-и, Лариван çинчен нимĕнле хыпар та пĕлеймерĕм. Качча тухма ыйтакан пурччĕ, турткаланса тăтăм. Кайран ыйтакан пур чух тухам терĕм – те чĕрĕ, те вилĕ Лариван. Качча тухсан çулталăк çитеймерĕ – пасарта хам шыракан Ларивана тĕл пултăм, калаçса татăлтăмăр, хайхи качча кайнă çĕртрен япаласене пуçтартăм та ун патне тухса килтĕм. Хам ăшра: «Ман юрату Лариван», терĕм...
Çапла 1949 çулта март уйăхĕнче çĕнĕ çемье çуралнă. Лариван вăрçăран йывăр аманса таврăннă иккен. Пур йывăр арçын ĕçне хĕрарăмăн туса пыма тивнĕ. Çулсем иртнĕ, ачасем пĕрин хыççăн тепри, виçĕ хĕр те пĕр ывăл çуралнă. ,çлемесĕр пĕр кун та ларман. 1972 çулта Илларион Отрыванов вăхăтсăр çĕре кĕнĕ, вăрçă суранĕ нумаях усраман ăна. Ним тума та çук. Пурăнас пулать. «Гвардеец» колхозра ирне-каçне пĕлмесĕр 75 çула çитичченех фермăра та, ани-çаранĕ çинче те ĕçленĕ Татьяна Яковлевна. «Турри телейне панă пулсан та нушине хам шыранă пуль», – тет вăл.
Лайăх ĕçленĕшĕн ăна заводра та, колхозра та Хисеп грамотисемпе, медальсемпе, орденсемпе чысланă. ,ç ветеранĕ вăл (1980 çултанпа). 1971 çулта ăна ,çлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. «Хисеплĕ колхозник» ята тивĕçнĕ. Юбилей медалĕсем пиллĕк таран.