Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ паттăр – пĕр мăшăр

08 мая 2015 г.

Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн, паянхи кун телейĕшĕн пуçне хунă кашни салтак çинчен чĕррисен каласа памалла. Геннадий Иванович Иванов учитель-пенсионер ача чухне вăрçă çинчен совет кинофильмĕсене нумай курнă. «Ман аттен шăпи те çак салтакăнни пек синкерлĕ килсе тухнă-ши;» – шухăшлатчĕ вара.

Синкерлĕ шăпи ăçта çитернĕ-ши унăн ашшĕне, Мăн Явăшра çуралса   ÿснĕ Иван Александрович Александрова; 70 çул ытла паллăмарлăх чаршавĕ хупласа тăнă чăнлăха, тăван-пĕтене, мăшăрне Варвара Федоровнăна, ывăлне Генăна хурлăх кÿнĕ, макăртнă, тĕрĕсмарлăх кулянтарнă.

1942 çулхи сентябрь. Сĕмсĕр тăшман вăйлăччĕ ун чухне, Сталинграда ярса илесшĕн Атăл хĕррине сĕкĕнетчĕ. Унăн танксем, тупăсем нумай. Сывлăшра фашист самолечĕсем çакăнса тăраççĕ. Икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ К.К.Рокоссовский маршал «Солдатский долг» кĕнекере çырса хăварнă тăрăх çакă паллă: танкистсен 4-мĕш армийĕнче пысăк çухатусене пула 4 танк кăна юлнă. Уйрăмах «штыксем» (пехотинецсем) çитмен. Стрелковăй полксенче 100 салтак вырăнне хĕрĕхĕн, тепĕр çĕрте вăтăрăн атакăна çĕкленеççĕ е окопсенче юлашки юн тумламĕ юлмиччен çапăçса фашиста чарса тăраççĕ. Ставка пирĕн çарсем умне ытла та çирĕп тĕллев лартнă: кирек мĕнле пулсан та Сталинграда фашистсене памалла мар!

1942 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче питĕ хăрушă çапăçу пулнă ку тăрăхра. Иван Александровăн пурнăçĕ татăлнă. Тĕтĕм-сĕрĕм явăннă пирки кăнтăр кунĕнчех хĕвел хупланнă, таврана çунăк шăрши сарăлнă, çÿлтен тăхлан çумăрĕ тăкăннипе ура айĕнчех çĕр çуннă чухне – пурнăçпа вилĕм юлашки хут пĕрне-пĕри пĕр хĕрхенмесĕр тулланă чухне – чи хăрушă вăхăтра хăйне хÿтĕлеме Тăван çĕршыв вĕсене суйласа илнĕ. Çак тамăка кинора сăнлама пулать, анчах Аслă Главнокомандующин «Ни шагу назад!» приказĕ çурăмран ĕнтсе тăнă чухне кашни салтак чĕринче мĕнле вут-çулăм ялкăшнине, чунĕнче епле асап хурланса йĕнине нимĕнле кинооператор та, чаплă фотограф та ÿкерсе кăтартаймĕ. Салтакăн пĕр çăмăллăх кăна, умри тăшман çине тискер курайманлăхпа ыткăнса вилĕмсĕрлĕхе, сÿнми ĕмĕрлĕхе утăм тума май пур. Юлташĕсен куçĕ умĕнчех ÿксе юлни телей, унсăрăн сутăнчăк тесе айăплама та пултараççĕ. Анчах ăçтан тупăн-ха сан вилĕме кураканĕсене, вĕсен хăйсем те юнашарах тăкăнаççĕ пулсан. Иван Александров аллинчен пăшалĕ епле тухса ÿкнине никам та курмарĕ...

Геннадий Ивановича Оборона министерствин Тĕп архивĕнчен ярса панă документра çапла каланă: «.... çав кун полкра питĕ нумай çын пурнăçран уйрăлнă тата хыпарсăр çухалнă». Çак документах И.Александров «сталинградец» пулнине, унпа юнашар ытти чăвашсем çапăçнине çирĕплетет. Салтак мĕншĕн хыпарсăр çухалнине ăнлантарни те пур, ăна вырăсларан куçармасăрах илсе кăтартăпăр:       «... их дивизия имела боевую задачу не пропустить немцев в Сталинград. Поэтому там и сплошные пропавшие без вести, т.к. постепенно отходим к Сталинграду, а места боев оставляем немцам».

79 çула çитсе çĕре кĕричченех арăмĕ упăшкине кĕтнĕ – кĕтсе илеймен. И.Александров шăпи ытла та хĕрхенÿсĕр килсе тухнă. Çĕнтерÿ хыççăн вăрçа хутшăннă салтаксене пурне те «Германие çĕнтернĕшĕн» медаль парса чыс тунă. Хыпарсăр çухалнисен малтан ачисене, кайран мăнукĕсене кăтартма пилотки е çĕлĕк çинчи хĕрлĕ çăлтăрĕ те юлман. Кун пек шăпаллă салтаксен çемйисене вăрçă вăхăтĕнче те, хыççăн та пенси паман.

Амăшĕн хÿттинче ÿснĕ Геннадий Иванович çын пулма тăрăшнă. 1958–1961 çулсенче çар хĕсметĕнче тăнă, ĕç биографине те çарпа çыхăнтарса çырнă. Калининăри интернатра воспитательте тата Элĕкри Пионерсен çуртĕнче директорта ĕçленĕ, 1972 çултан пуçласа тивĕçлĕ канăва кайичченех Ехремкасси вăтам шкулĕнче НВП (начальная военная подготовка) предмечĕ вĕрентнĕ.

Ырри те пурах пурнăçра. Нумай çула тăсăлнă шырав ăнăçлă вĕçленнĕ. Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине И.Александров хĕрлĕ армеец вилĕмсĕр полк салтакĕ пулса, «стройра кĕтсе илет».

– Ватлăхра пулин те тупрăм-тупрăмах аттене, – хĕпĕртесе калаçать педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Иван Александровича хăлхи япăх илтнĕрен çара илесшĕн те пулман, Вăрнарти хăма заводне ĕçлеме ямалла тунă, анчах харсăр çын тылра пытанма килĕшмен. «Çĕршывшăн йывăр вăхăтра килте юлма пултараймастăп», – тенĕ те 1941 çулта Мускав хÿтĕлевçисен ретне тăнă, тĕнчипе паллă И.В.Панфилов дивизине лекнĕ. Çирĕм тăххăртах мăшăрне çухатнă Варвара Федоровна, тăлăха юлнă салтак арăмĕ.

Варвара Федоровнăн шăллĕ те, упăшки пекех фронтра хыпарсăр çухалнă. Арăмĕ, ачине пăрахса, çĕнĕрен качча тухнă. Хăй çемйине илет аппăшĕ пĕчĕк Петьăна. Пур – пĕрле, çук – çурмалла. Ун хÿттинче çиччĕн, виçĕ ача тата тăватă ватă çын, хăйне кун çути панă ашшĕпе амăшĕ тата хуняшшĕпе хунямăшĕ. Паян ытлă-çитлĕ пурнăçпа пурăнакан чылай ывăл-хĕр ашшĕ-амăшне кил ăшшисĕр хăварнине шута илсен, паттăрлăх мар-и çакă; Кун сиктермесĕр колхоза ĕçе çÿрет тăлăх арăм, вун çичĕ çул свинаркăра тăрăшать.

Ывăлĕсем намăс кăтартман ăна. Иккĕшĕ те пограничниксем: пиччĕшĕ Иран, шăллĕ Китай чиккисенче службăра тăнă.

– Кирек ăçта пулсан та атте сăнарне яланах упранă, – тет Геннадий Иванович.

Астăвăм ăруран ăрăва куçать пулсан – салтак пурăнать. Сталинград паттăрĕ тăванĕсем патне çитмĕл çул иртсен таврăнни те çакна çирĕплетет.

Ананий ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика