08 мая 2015 г.
Григорий Федорович Федоров вăрçăран пĕлтернĕ пирвайхи çырăвĕнчен çакă паллă. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче вĕсем çуллахи кинотеатрта кино курнă, каçхи илемпе киленнĕ, казармăра хăвăртах çывăрса кайман. Тул çутăласпа гарнизон талккăшĕнче бомбăсем çурăлма тытăннă, пурте тумланнă-тумланман тулалла тухса сирпĕннĕ. «Пирĕн вара çав вăхăтра танксем те, самолетсем те топливăсăр ларнă», – тенĕ Кĕркури.
Хĕрлĕ Çар ретне Г. Федоров 1939 çулта тăнă. 1941-мĕшĕнче тăван Аçăмçырмине таврăнмалла пулнă. Анчах – вăрçă... 25-ри йĕкĕт вăй-хал тĕлĕшĕнчен ĕнтĕ самаях тĕрекленнĕ. Хутла пĕлнĕ, 7 класс лайăх вĕренсе пĕтернĕ. Колхозра ĕçлесе курнă. Ял советĕнче счетоводра ĕçлесе районсен ăмăртăвĕнче мала тухнă. 1937 – 1938 çулсенче Улатăрти шоферсен курсĕнче водитель правиллĕ пулнă. 1941 çултах, вăрçăччен, ВКП (б) ретне кĕнĕ. Кĕçĕн политруксен курсĕнче вĕреннĕ, политрук званине 1942 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче тивĕçнĕ. Рота политрукĕ вăрçăра 18-мĕш Арминче стрелоксен 584-мĕш полкĕнче 1942 çулхи ноябрĕн 13-мĕшчен çапăçнă, хыпарсăр çухалнă.
Пирĕн атте те, Илья Федорович Федоров, Тăван çĕршывĕн çак вăрçинче пĕтрĕ. Аманнипе 1942 çулта ăна киле ямалла тунă. Вăл Новосибирскри эвакогоспитальте сывалнă. Таврăнсан промартельте бригадирта ĕçлет. Вĕсем çар заказĕсене пурнăçланă. Пĕррехинче çар представителĕ ятланă хыççăн каллех фронта ыткăнать. 1944 çулта март уйăхĕнче Псков облаçĕнче çĕре кĕрет.
Владимир ЛУКИН.