Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шухăшласа пăхсан…

08 мая 2015 г.

Епле çаврăнса каятчĕ-ши этемлĕх кун-çулĕ, Европа историйĕ, çĕршывăмăр шăпи совет халăхĕ гитлерла фашизма çапса аркатман пулсан; Украинăри событисене кура çак шухăш мана пачах та канăç памасть. ,мĕрхи тăшмансем пирĕн Çĕнтерÿ пĕлтерĕшне юлашки чĕрĕк ĕмĕрте сĕмсĕррĕн таптанă хушăра (пур пĕрех путлантараймĕç!) Анăç каллех тÿнтерле пĕтĕрĕнет тейĕн. Намăс-симĕсе тăнчах çухатса юншăн, вăрçăшăн уççăн антăхакан нумайланчĕ. Пире, Совет саманинче пурăннисене, Çĕнтерÿ хакне пĕлекеннисене, çакна курса тăма питех те асаплă.

Ман атте, Николай Михайлович Кожанов, вăтăр пиллĕкри рабочи, Çарăклă вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕ, фронта хамăр ялтан чи маларах тухса кайнисенчен пĕри пулнă. Пĕрле пиллĕкĕн ăсаннă та, иккĕшĕ таврăнайман. Хуньнăм, Александр Александрович Чарков, 1911-мĕш çулхискер, çарти хĕсметрен тин кăна таврăннăскер, колхозра пĕрремĕш механизатор шучĕпе хастарланса ĕçленĕ, ăна алли ылтăн тесе мухтанă. Вăрçа çар ĕçне пĕлнĕ çавнашкал паттăрсем кирлĕ пулнă, вăл та – фронтри пирвайхи боецсен ретĕнчен. Малтанхи тытăçу-çапăçусен хаярлăхне çырса кăтартнă хыççăн 1941 çулта Ленинград патĕнче хыпарсăр çухалнă.

Эпир мăшăрпа иксĕмĕр пĕр каçра çуралнă, пирĕн килсен чÿречисем çырма урлă куçран куç пăхнăн ларнă, эпир пĕр касра выляса ÿснĕ. Аттесемсĕр, аннесен асапĕ-хурлăхĕпе пĕрле çитĕнтĕмĕр. Хирти, ялти ĕçрен юлман. Çăкăр çитмен. Пылак çимен. Ясли-садик тĕлне пĕлмен. Çимелли курăксене аван астунă. Çавалта пулă сĕркеленĕ. Çырлана, мăйăра çÿренĕ. Кахалланса çапкаланман. Кĕр енне, сивве-йĕпене пăхмасăр, молотилкăпа авăн çапаттăмăр. Тулă çапнă чух çăварта чăмлак тунă. Пăрçаран хăранă, Гришăпа Рая итлемерĕç, шăннă пăрçана çăвар туллин авăртса чирлесе кайрĕç, пĕчĕклех туберкулезпа аптăраса çĕре вăхăтсăр кĕчĕç. Иккĕш те еплерех чиперччĕ – сăнĕсем çаплах куç умĕнче!

Ялйыша чухăнни-пуянни çине пайламан. Пĕр нимери пек ĕçленĕ. Пĕр тăвансем пек хăналаннă. Йăран чавма, çум çумлама, сÿре сĕтĕрме, тырă вырма, лаша кÿлме, выльăх пăхма, навус хырма, утă çулма, курăк типĕтме арçын ачи те, хĕр ачи те – пирĕнтен кашниех пĕлнĕ. Шкулта пысăк ăслă ăсчах пулас ачасем пурччĕ. Атте-аннесен кун-çулне те, пирĕнне те вăрçă хуçрĕ.

Ман атте-аннесем вăрçă тухнăран пÿрт-çурт çавăрса ĕлкĕреймерĕç, пуçланă ĕçсене вĕçлеймерĕç, манăн вара çĕнĕрен тенĕ пек тытăнма лекрĕ, 7-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра платнике тухрăм.

Вăрçă хыççăнхи пилĕк çуллăхсене фронтран таврăннисемпе пĕрле эпир, вăрçă ачисем, тÿснĕ. Германире вăрçă ачисене пенсие пирĕн укçапа виçсен уйăхне 60 пин тенкĕ тÿлеççĕ. Эпир мĕншĕн хисепре мар; Пирĕн йăх-ăру патшалăхран нихăçан та нимĕн те ыйтман. Пире нумай кирлĕ мар. Анчах кăштах хаклани кирлĕ.

В.КОЖАНОВ.

Мăньял Хапăс.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика