Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Нумай куртăм, нумай тÿсрĕм…»

08 мая 2015 г.

Хураçырмара çуралса ÿснĕ Г.И.Заверкин асаилĕвĕ чĕрĕк ĕмĕр ытла Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн архивĕнче упраннă. Пичете ăна хамăрăн мухтавлă ентеш филологи наукисен докторĕ Виталий Григорьевич Родионов тăратрĕ.

Эпĕ, Георгий Иванович Заверкин, 1921 çулхи чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Хураçырма ялĕнче çуралнă, 1922 çулхи кăрлач уйăхĕн 2-мĕшĕнче шыва кĕртнĕ. Çакăнтан манăн пурнăç пуçланса кайнă. Малалла хам мĕн ас тунине, мĕн-мĕн нуша курнине калăп. 1929 çулта атте вилчĕ. Эпир çынсем пекех аван пурăннă. Икĕ лаша пурччĕ. Пĕр лашине Анаткас платникĕсене пÿрт туса панăшăн патăмăр.

Атте вилнĕ çулах эпир çĕнĕ пÿрт лартрăмăр. 1932 çулта авăн çапнă хыççăн çунтарса ячĕç. Вутă пĕрре хутмалăх та юлмарĕ. Эпир ун чухне колхоза кĕрейменччĕ-ха. Аслă пичче çамрăкчĕ, вăл унта кĕме шутламан пулас. Пирĕн кил-çурт тума пултараканĕ те çук, Анна çамрăк, эпĕ çамрăк. Аннепе пиччене йывăр пулчĕ. Пысăк Упакассинчен пÿрт илтĕмĕр. Пĕчĕк Упакассинчен витесем, сарайсем илтĕмĕр. Çав вăхăтра пуянсене раскулачить тăватчĕç те, торги тунă. Ытла хаклă хакпа сутман. Вара кил-çурт тепре çавăртăмăр. Килте пурте çителĕклĕ пулчĕ: лаши, ĕни, сурăххи. Картара кĕлет, мунча, лаç, сад пурччĕ – юрать çавсем сыхланса юлчĕç. Пирĕн кил-çурт питĕ чаплă пулнă. Пÿрт лартни 3 çул анчах çитни пирки страховка нумай тухрĕ те çĕнĕ кил-çурт часах туса лартайрăмăр. Пурнатпăр çапла. Утă çулнă вăхăтра пăртак уяв пекки ирттернĕ. 1935 çулччĕ. Çав каçхине, ыран шăматкун тенĕ чухне, ирхине пирĕн лаша урапине анкартине туртса кăларнă та, лашине çавăртса тухса кÿлнĕ те вăрласа кайнă.

Милицирен килчĕç. Пиччепе пĕрле шырама тухса кайрĕç. Ăçтан тупан унта! Кушлавăш хирĕнчи армантан 500 метрта Кашников утарĕ пурччĕ. Лаши çавăнта 3 каç пурăннă тет. Тырă тиенĕ. Кайран тин пĕлтĕмĕр. Мордвасем пулнă. Вăт, çавăнпа эпир колхоза 1936 çул пуçламăшĕнче тин кĕтĕмĕр. Пичче кĕмерĕ. Çĕмĕрлене ĕçе кайрĕ.

Эпир унччен çынсен лашисемпе ака-суха тукаланă. Тавах хĕрхеннĕшĕн. Макки Наçтуççисен лаши, Антуксен… Пушар вăхăтĕнче, урапа туртса тухнă чухне, аннен икĕ алли те пиçсе каять те мĕн пек нуша курчĕ. 1937 çулта эпĕ те колхоза хутшăнма пуçларăм, анчах нумаях ĕçлеймерĕм. 1938 çулта Кушлавăш шкулне вĕренсе пĕтертĕм. Пушара пула пирĕн тăхăнмалли çук. 4-мĕш класра икĕ çул ларма тиврĕ. 7 класс пĕтертĕм, 18 çула кайрăм. Лариван мана чукун çул çине ĕçлеме ячĕ. Мускав, Ленинград, Янаул, Свердловск чукун çул лини улăштарнă çĕрте ĕçлерĕм. Киле 1940 çулта таврăнтăм та кĕçех çара илчĕç. Çапла салтак пурнăçĕ пуçланчĕ. Мĕн-мĕн кăна курман пуль. Аманса та нушаланнă. 1949 çулта çеç киле таврăнтăм. 1941 çулта Львов хули патĕнче пĕрремĕш кунах вăрçа кĕтĕмĕр. Манăн 34-мĕш танк полкĕнче службăра тăма тиврĕ.

Пĕрремĕш хут снаряд ванчăкĕпе амантăм. Полевой госпитальте сывалса тухсан каллех фронта таврăннă. Разведвзвода лекрĕм. Пире «чĕлхе» тытса килме задани пачĕç. Тытрăмăр. Вун иккĕн пултăмăр. Уншăн пурне те медаль пачĕç. Эпĕ «За отвагу» медале тивĕçрĕм.

Пĕр ирхине мана капитан чĕнсе илчĕ, эсĕ пулеметпа пултаратăн, терĕ те пулемет шанса тыттарчĕ. Пулеметчикĕ вилнĕ пулнă. Пулăшаканĕ Булыгин Николай пурччĕ. Капитан: «Влево, вправо 200 мил, 150 мил», – тесе команда парать. Эпĕ унталла-кунталла çавăрттарса персе тăнă вăхăтра вăл бинокльпе пăхса тăрать. «Хорошо», – тет. «Солдат, как фамилия;», – тесе ыйтрĕ. Планшеткăран блокнот каларчĕ те унта çырса хучĕ. «За это тебя обязательно наградят», – терĕ. Эпĕ ним те шутламан ун çинчен.

Пĕр ирхине каллех разведкăна кайрăмăр. Нимĕçсем умнех сиксе тухрăмăр. Хăмăшсем хушшинче хăтăлса юлмалла пулчĕ. Тепрехинче таврăннă чух вилнĕ салтаксен айĕнче выртса чĕрĕ юлтăм. Çав кун пĕрре амантрĕç. Ухсахласа хамăрăннисем патне çитесси нумай та юлманччĕ. Чăрăш тăрринче ларнă снайпер икĕ-виçĕ хут печĕ те эпĕ тăн çухатнă. Ман кăкăр витĕр чĕре айăккинчен пуля тухнă. Эпир таврăнасса хамăрăннисем асăрхаса тăнă пулнă. Вĕсем «куккушкăна» персе антарнă. Мана сангоспитале илсе кайнă.

Санинструктора Маруçа – пысăк тав. Вăл пулăшнипе сывалтăм. Мана коридора хунă пулнă. Маруçĕ мана пăртак килĕштернĕ пулмалла ĕнтĕ, эпĕ те куç хывнă пуль-и; Ман алăри юн тымарне тытса ларнă пулас. Пульс тапма тытăннă та Маруç кăшкăрса янă: «Человек жив! Вы бросили его на произвол судьбы!»

Çакăн хыççăн мана тÿрех операци тăваççĕ. Вара Краснодар крайĕнчи Тимошевкăна госпитале самолетпа илсе каяççĕ. Унта эпĕ 3 уйăх ытларах выртнă.

Чаçе Буличи патне çыру ятăм. Вăл çапла хуравларĕ: «Сана пысăк награда памалла тунă. Капитана снарядпа вĕлернĕ. Нимĕн те юлман», – тесе пĕлтерчĕ. Питĕ кулянтăм. Вăл Мускава документсене ярса парайман пулас. Тен, наградине паратчĕç пуль. Эпĕ вара киле таврăнсан Мускава хам çырса ятăм. 1956 çулта хурав килчĕ: «…поступлений нет».

Госпитальтен сывалса тухсан мана киле ячĕç. 1943 çул. Май уйăхĕн 17-мĕшĕ. Нестроевой службăра Шупашкарти Сосновкăра пултăм, пир-авăр фабрикинче ĕçлерĕм. Унтан Брянска илсе кайрĕç.

Кĕçех Ленинграда МВД офицерĕ пулма вĕренме пуçтарчĕç. Икĕ хут тăрсан мана та аран-аран илсе ячĕç çавăнта. Тăхăр уйăх вĕреннĕ хыççăн тепре фронта илсе кайрĕç – Брест, Варшава, Познань, Люблино… Вăрçă чарăнчĕ.

Берлинта службăра тăнă. Фотографи нумай тунă. Унтан Белорусси, Липецк, Полоцк, Новое Борисово, Витебск… Мĕн-мĕн кăна курмарăм пуль, пурне те çырса пĕтерме çук.

1949 çулта киле таврăнтăм, хĕлле авлантăм. 1950 çулта Мишша çуралчĕ. Мана çав çулах бригадира лартрĕç. 18–19 çул ĕçлерĕм, колхоз председателĕн çумĕ пулса тăрăшрăм, таçта та ĕçлемелле пулчĕ. 1982 çулта пенсие тухрăм. Нумай куртăм, нумай тÿсрĕм. Тавах ачамсене ăслă-тăнлă пулнăшăн, амăшне те тав нумай çул пĕр çилленмесĕр пĕр ĕçпе тăрăшнăшăн. Хама та тав. Ан çухатăр эпĕ çырнине, ан манăр.

Г. Заверкин.

1988 çул.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика