08 мая 2015 г.
Манăн мăн асатте Илларион Иванович Сорокин 1916 çулта Ярмушкара çуралнă. Вăрçăччен «Восток» колхозра ĕçленĕ. 1942 çулхи март уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе военкомата тухса утать. Фронтра саппасри 231-мĕш полка лекет. Салтак тупине 1942 çулхи апрелĕн 2-мĕшĕнче тытнă. Çырусем тăрăх пăхсан, мăн асатте нимĕç вăрă хурахĕсене хăвăртрах çапса аркатса киле таврăнасси çинчен шутсăрах ĕмĕтленнĕ. Тăванĕсемпе пĕрле тулăх пурнăç тăвасшăн пулнă. Аслă пулеметчик Илларион Сорокин 1943 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче йывăр аманать, ăна контузи икĕ уйăхлăха çапса ÿкерет. Госпитальте сывалнă. Çакăн хыççăн ăна 31-мĕш автобатальона ăсатнă. Çав вăхăтра станицăра Ярмушка çыннине Семен Виноградова тĕл пулать. Ыталашса илеççĕ. Йывăр аманнă Çемене сывалма тăван килне янă. Манан мăн асатте мăшăрĕ валли унран икĕ пачка супăнь парса ярать.
1943 – 1945 çулсенче мăн асатте хайхи 31-мĕш автобатальонтах çапăçнă. Киле 1946 çулхи августăн 5-мĕшĕнче таврăннă. Унăн наградисем, шел пулин те, пушарта çунса кайнă.
Мăн асатте, алĕç ăсти, çăматă йăваланă, çĕлĕк çĕленĕ, платник пулнă, çурт-йĕр тăррине тимĕр витнĕ. Вăрçă хыççăн вĕсем çичĕ ывăл та пĕр хĕр пăхса ÿстернĕ. Тăватă ывăлĕпе хĕрне аслă пĕлÿ пама пултарнă.
Ман мăн асатте, тĕрĕссипе каласан, пур енчен те тава тивĕçлĕ мăнă-мăнă çын пулнă. Эпĕ унпа мухтанатăп, асаттене – Геннадий Илларионович Сорокина, ун çинчен каласа кăтартнăшăн тав тăватăп. Илларион Иванович 1981 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлнă. Сывă-чĕрĕ тăванĕсем эпир ăна нихăçан та манмăпăр.
Роман СОРОКИН,
Ярмушкари вăтам шкулти 10-мĕш класра вĕренекен.