08 мая 2015 г.
Туçи Çармăсра пурăнакан Варвара Серафимовна Васильева амăшĕнчен, вăрçă участникĕнчен, хаяр çулсенчи асилĕвĕсене ача чухне чылай илтнĕ.
Клавдия Яковлевна Михайлова (Яковлева) 1943 çулхи январьтен пуçласа Аслă Çĕнтерÿ кунĕччен 115-мĕш зенитлă артиллери полкĕнче (каярахпа ПВО-н 45-мĕш зенитлă артиллери бригади) тăнă. Ку полк Ленинградра Лисий Нос, Горская, Левашево, Тарховка, Сестрорецк çывăхĕнче çирĕпленнĕ. Анчах ун уйрăм подразделенийĕсем ку хулари ытти районсенчи операцисене те хутшăннă. 1942 çулта пĕр батарейи Невская Дубровка районĕнче совет салтакĕсене çăлса хăварнă. 1943 çулхи январьтен полкăн 2-мĕш дивизионĕ Ленинграда блокадăран кăларас тĕллевпе 67-мĕш армин çарĕсене сывлăшран хÿтĕленессине тивĕçтерес ĕçсене хутшăннă. 1943 çулта икĕ батарея 5-мĕш ГЭСа хÿтĕленĕ. Ленинград блокадине сирсе янă хыççăн полка 910 çын, вăл шутра 278 хĕр хушăннă.
Полк 1942 тата 1943 çулсенчи апрель – май уйăхĕсенче уйрăмах йывăр çапăçусене хутшăннă. Ун йышне кĕнĕ хăш-пĕр зенит батарейисем йăлтах хĕрарăмсенчен тăнă.
Разлив кÿлли çыранĕнчи стела çинче «Кунта 1941 – 1945 çулсенче Ленинград фрончĕн хĕрарăмсен 8-мĕш зенит батарейи тăнă. Хĕрарăм-фронтовиксене мухтав!» тесе çырнă. Çак сăмахсене Клавдия Яковлевна та тивĕç, вăл та зенитчица пулнă-çке.
Клавдия Яковлевна Çĕнтерÿ кунĕ хыççăн яла мĕнлерех таврăнни ял çыннисем асĕнче те юлнă. Кун çинчен Варвара Серафимовнана çамрăк чухне темиçен те каласа кăтартнă. Çийĕнче – гимнастерка, утти – çирĕп, стройри пек.
Ку ялти пĕртен-пĕр фронтовичка Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степень орденне, «Германие çĕнтернĕшĕн», Георгий Жуков медалĕсене тивĕçнĕ.
Вăрçă хыççăн нумай çул колхозра выльăхсем пăхнă çĕрте тимленĕ. Сакăр ача пăхса ÿстернĕ.