Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вутра та çунман, шывра та путман

08 мая 2015 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем Мăн Явăш ял тăрăхĕнче çулсерен катăлса пычĕç. Пĕччен тăрса юлчĕ Çăкаллă Явăшри Алексей Терентьевич Терентьев. Çу уйăхĕнче 92 тултарать. Çÿçĕ кăвакарнă, пичĕ пĕркеленнĕ, уттисем кĕскелнĕ пулин те мирлĕ тапхăрти ĕçĕ-хĕлĕ, иртнĕ вăрçăри кунĕ-çулĕ куçĕ умне манăçми чĕррĕн тухса тăраççĕ.

Çак кунсенче Алексей Терентьевичпа тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Ăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев Аслă Çĕнтерÿ юбилейĕн медалĕпе наградăларĕ. Унăн кăкрине халĕ орденсемпе медальсем 12 таранах илем кÿрсе тăраççĕ.

А.Терентьева тĕрлĕ фронтсенче çапăçма тивнĕ. Салтак тумне Пенза хулинче тăхăннăскер, çарти çыхăну ĕçне хăвăрт вĕренсе алла илнĕ. Ăслă та тавçăруллă салтака полксемпе дивизисене çыхăнтарса тăракан 7-мĕш уйрăм линийĕн телеграфистĕнче ĕçлеме тивнĕ. Кунта хăйне ырă енĕпе кăтартнă, çыхăну çар командованийĕн наградисене илме тивĕçлĕ пулнă. Каярахпа ăна 257-мĕш стрелковăн полка куçарнă. Вăл кирек мĕнле хушăва та чыслăн пурнăçланă. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 2-мĕш степеньлĕ орденĕпе чысланă. Вăрçă чарăнсан Алексей Терентьевич Латвире тепĕр икĕ çул службăра тăнă, 1947 çулта тăван ялне таврăннă.

Ялта ишĕлнĕ кил-çурт, выçлăх... Вăл çемьере асли пулнă-çке. Ăна пĕр хушă аякка кайса ĕçлес шухăш та канăç паман. Çук, вăрçă хирĕсенче çапăçса пиçнĕ, харсăрланнă салтака ыйхăсăр кунсем, йывăр ĕçсем илĕртнĕ. Юхăннă колхоза ура çине тăратмалла пулнă.

1948 çулта Алексей Клавăпа – Клавдия Александровăпа çемье чăмăртанă. Çурт-йĕр çавăрнă, 7 ачана кун çути панă. Телейлĕ мăшăр ялта хисепре пулнă, несĕлсен йăли-йĕркине пăсман. Шел, мăшăрĕ иртерех çут тĕнчепе сывпуллашнă. Ăçта кăна ĕçлемен пулĕ Алексей Терентьевич. Пилĕк çул кладовщикра вăй хунă. Колхоза тырăллă тăвассишĕн пайтах чупнă. Ăна пĕр вăхăт сĕт турттарса тăма шаннă. Выльăх-чĕрлĕх ферминче кочегарта ĕçленĕ. Сакăр çул ялти магазинта сутă тунă. Пĕрмаях халăх ырлăхĕшĕн вăй хунă. «Вутра çунман, шывра путас çук», – тенĕ ун пирки.

Алексей Терентьевич тăван ялне аталантарассишĕн вăй хурса ĕçленине çăкаллă-явăшсем манмаççĕ. «Мураты» ял хуçалăх предприятийĕ уй хиртен тата выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессипе районта малта пыракан хуçалăх. Унăн сăмахĕ çапла пулчĕ:

– Çакна каласшăн: хаклă ентеш-тăванăмăрсем, ан манăр ватă çынсене, ан пăрахăр. Пире, ветерансене, нумай кирлĕ мар, кăштах чун ăшши пулсан, кулленхи пурнăçра алă парса сывлăх сунсан, савăннă пулăттăмăр. Çак пурнăçа сыхласа хăварнăшăн чăннипех савăнатпăр. – Алăсене çирĕппĕн чăмăртаса уйрăлтăмăр ялти хисеплĕ те сумлă ветеранпа.

В.МОСКВИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика