06 мая 2015 г.
Ĕçпе Çуркунне уявне таса чунлă халăх субботниксенче тăрăшнипе тирпейлĕхре кĕтсе илтĕмĕр. Çÿп-çапран, типĕ çулçăсенчен хăтăлнă çĕр часах симĕсленсе те кайрĕ.
Халăхăн пĕр пайĕ – «укçа илекенсем пуçтарччăр», «администрацире ĕçлекенсем тасатчăр»... текенсем – паллах, çак сăваплă та пархатарлă ĕçе хутшăнмарĕ. Вĕсенче çавăн пек çынлăхсăр, патриотлăхсăр, илемсĕрлĕх, чунсăрлăх туйăмĕсем хуçаланнишĕн питех те шел. Çавăн пекех шел, шăпах çакнашкал çынсене пулах пĕтĕм халăхпа тунă ĕç харама каять.
Субботниксем хыççăн темиçе кунтанах унта та кунта хĕвелçаврăнăш, чипсы-кириешки пакечĕсем, пластмасса бутылкăсем йăванма тытăнчĕç. Ку, чăнахах та, çын ĕçне хисеплеменниех.
Нумай чухне çакнашкал ÿкерчĕке те сăнама тивет. Ачасем ăçта килнĕ унта канихвет хучĕсене, тĕрлĕ пакетсене пăраха-пăраха хăвараççĕ. Ашшĕ-амăшĕ çакна курать пулин те ывăл-хĕрне нимĕн те шарламасть. Ачисене тавралăха варалама юраманнине ăнлантарсан вара, пепкине культурăна хăнăхтарас вырăнне, урмăшса кайнă евĕр хутлă-хутлă сăмахсемпе вăрçса-хăртса тăкать. Ирĕксĕрех çакнашкал шухăш çуралать. Вĕсем хăйсем те ачаранах çапла çитĕннĕ ĕнтĕ. Хăйсене те никам та вĕрентмен пулас. Халĕ, ав, ÿсекен ăрăвĕ те тирпейсĕрлĕхе хăнăхать.
Ку проблемăпа, паллах, кĕрешме çав тери йывăр. Анчах та кунашкаллисен ытларах пайĕн шухăшлавне улăштарма майсем шырамаллах. Тен, пирĕн халăх штраф «чĕлхине» кăна ăнланать; Ача сачĕсенче, шкулсенче калаçусем ытларах кирлĕ.
Пуçтарнă çĕрте мар, вараламан çĕрте таса. Çак каларăша пуçран кăларас марччĕ. Тавралăх тирпейлĕ пулсан, чунра та лайăх, кăмăл та çĕкленÿллĕ пулать.